Пятница, 27 января

Ырă çын ырă тăвать

Паянхи кун нумайăшĕ хăйĕн çинчен çеç шутлать, хăй çеç лайăх пурăнма тăрăшса таврари çынсене асăрхамасть те. Хăш чухне вара кÿршĕре пурăнаканах пирĕнтен пулăшу кирлĕ. Çынна пулăшма нумай та кирлĕ мар, ăшă сăмахпа хавхалантарни те тепĕр чухне ылтăнран хаклă.
Августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен районта «Вĕренме кайма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Ăна йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Акци вăхăтĕнче районти халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çемьене тата ачасене пулăшакан уйрăмĕн ĕçченĕсем çул çитменнисен прависене хÿтĕлекен комиссипе пĕрле шкул валли япаласем пуçтарассине йĕркеленĕ. Ыр кăмăллăх акцине районта пурăнакансем йышлăн хутшăннă.
Уйăхлăх вăхăтĕнче канцеляри таварĕсен 19 пуххине, 2 шкул ранецне, 4 шкул формине тата ытти япаласене пуçтарнă, унпа социаллă хăрушлăхри 15 çемьене тата тулли мар е нумай ачаллă 4 çемьене тивĕçтернĕ.
Ыр кăмăллăх акцине активлăн хутшăннă район çыннисене: А.В.Козловăна, Ф.А.Матросовăна, К.Ю.Черновăна, А.В.Сорокинана, И.М.Максимовăна, Г.В. Зайцева индивидуаллă предпринимателе, районти депутатсен пухăвĕн депутатне А.А.Абрамова, районти халăха социаллă пулăшу паракан центрăн, опекăпа попечительлĕх секторĕн, районти тĕп больницăн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ĕçченĕсене, «Молодая гвардия» волонтер юхăмĕн активисчĕсене чĕререн тав тăватпăр. Ырă туни ырăпа таврăнать теççĕ.

Т.СМИРНОВА,
районти халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *