Сĕт-турăха сутассин тата сертификацилессин йĕркинчи улшăнусене нумайăшĕ туйса та илчĕ пулĕ.
Июль уйăхĕнчен пуçласа электронлă ветеринари сертификацийĕн тытăмне сĕт продукцийĕн темиçе тĕсне кĕртрĕç /çакă — вĕсен тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа кăна пурнăçламаллине пĕлтерет/. Çав шутра: çăратнă сĕт, сливки, кефир, варенец, ряженка, сыр тата пылак пăр.
Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа çак список татах пуянланĕ — сĕт тата йÿçнĕ сĕт продукцийĕ хушĕç.
Электронлă ветеринари сертификацийĕн /ЭВС/ тытăмне аталантарни Раççейре выльăх-чĕрлĕх продукцине «уй-хиртен пуçласа лавкка сентрисем çине çитиччен» тĕрĕслекен тытăм кирлипе çыхăннă.
Фальсификат енĕпе, сăмахран, шăпах сĕте палăртаççĕ: Россельхознадзор 2018 çулта тĕрĕсленĕ продукцирен — пиллĕкмĕш пайĕ. Чи малтанах кунта ÿсен-тăран çăвĕ хушни пирки сăмах пырать, çав шутра пальма çăвĕ те.
Специалистсен хаклавĕ тăрăх вара, çулсерен Раççейре 5,5 миллион тонна яхăн сĕт туса кăлараççĕ, 3,5 миллион тонна яхăн сĕт-турăх, 400 пин тонна яхăн пылак пăр. Анчах та, экспертсен шухăшĕпе, ку йышши тавара туяннă чухне унта хутăш пуррине палăртма май çук. Çакна пĕлес тесен, пылак пăра лабораторие памалла: фитостеринсем пуррине тĕпчеме.
Сĕтрен хатĕрленĕ продукцие çак тытăма кĕртни — фальсификаципе кĕрешмелли витĕмлĕ мел тесе шутлаççĕ Россельхознадзор ĕçченĕсем.
Асăннă тытăм ултавпа тупăш илекенсене тăрă шыв çине кăларма пулăшать.
Акă нумаях пулмасть Чăваш Енре икĕ арçын çак тытăмра саккунсăр ĕçлени çиеле тухнă. Вĕсенчен пĕри 2012-мĕш çултах предприниматель ĕç-хĕлĕпе аппаланма чарăннă. Çапах та ку таранчченех предприниматель пек выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса кăларса сутнă. Тĕрĕсрех каласан, тупăш илнĕ.
Хăй тĕллĕн предприниматель пек регистрациленмесĕр услам ĕçĕпе аппаланма юрамасть. Куншăн административлă майпа айăплаççĕ.
Тепри 2018 çултанпа хут тăрăх предприниматель мар ĕнтĕ. Çапах çав енпех «тар тăкнă».
Виççĕмĕш арçынна вара ку системăра ĕçлеме чарса лартмах тивнĕ. Вăл суя заявленипе Тутарстанри ветеринари службинче çак тытăмра «администратор» пек ĕçлеме ирĕк илнĕ.
Арçын Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин уполномоченнăй çынни тата аттестациленнĕ специалист пулманнине тĕпчев кăтартнă. Çапах та, республикăри выльăх пусмалли пĕр пунктри какая тиесе тухмашкăн ирĕк паракан ветеринари сертификачĕсем çырса панă. Пĕтĕмĕшле илсен вара 100 тонна выльăх-чĕрлĕх тухăçĕ тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕ унăн алли витĕр тухнă. Çак тата ытти самантсене халĕ Шалти ĕçсен министерствинче уçăмлатас енĕпе ĕçлеççĕ.
Паянхи кун тĕлне çак тытăмра ĕçлеме чарса лартнă 5 тĕслĕх таранах.
Пĕтĕмĕшле илсен, ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа пурнăçланă чухне пĕр евĕрлĕ йăнăшсем тĕл пулаççĕ.
Срокран тухнă продукци тĕлĕшпе те ветеринари докуменчĕсем çырса параççĕ.
«Ассортимент» тесе çырни пĕрмаях куç умне пулать. Кун пек чухне вăл е ку тавар пирки уйрăммăн пĕлме çук: туса кăларнине, ăçта тата хăçан тиесе кайнине тата ытти те.
Çавăн пекех машина, контейнер номерĕсене палăртмаççĕ.
Сĕт тĕлĕшпе пĕр уйăх маларах ветдокументсем пани те çиеле тухнă.
Справкăра тата ветдокументсем çинче çырнисем пĕр килмеççĕ. Тĕслĕхрен, продукци калăпăшĕ тĕлĕшпе. Справкăра çырнинчен ытларах кăтартаççĕ.
Республикăра «Гашение ВСД» текен операцие çаплах сивлеççĕ-ха. Вăл е ку продукци вырăна çитнине çирĕплетсе çакна пурнăçламалла. Пирĕн регионта ку енпе 13 хуçалăх уйрăмах палăрса тăраççĕ.
Биологи юлашкийĕсене /выльăх-чĕрлĕх виллисене/ йышăннине вăхăтра çирĕплетмен тĕслĕх уйрăмах йышлă. Йĕрке тăрăх, биологи юлашкийĕсене йышăннине талăк хушшинче çирĕплетмелле.
Ветдокументсене йĕркене пăсса пурнăçланăшăн кăçал 4 хуçалăх-предприятие, должноçри 4 çынна явап тыттарнă.
Каласа хăварар, кашни уйăхра республикăра 730 пине яхăн ветдокумента электронлă майпа хатĕрлеççĕ. Çак ĕçе шаннă специалистсене тимлĕрех пулма ыйтаççĕ Россельхознадзор ĕçченĕсем.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.