Ĕçчен те правур кинемей

Пăрчăкан пек вăр-вар та ĕçчен, пĕр самант та пушă ларман кинемее Шурутра пурăнакансем çеç мар, кÿршĕ ялсенчен те чыла-йăшĕ паллать пулĕ. Евгения Старшова 85 çула çывхарса пырать пулин те, вите тулли выльăх, картиш тулли чăх-чĕп усрать, 2 çемье вĕлле хурчĕ тытать. Пĕчченех пурăнаканскер, пур çĕрте те ĕлкĕрсе пырать, унăн аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать.
Евкен Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕве кĕнĕ хĕре Шурут каччи Петр Старшов килĕштернĕ. Вăл, пĕчĕкрен ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕскер, колхозра механизаторта тăрăшнă. 3 тĕпренчĕкне кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр.
Евкен те мĕн пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ, çитĕнсен пĕр ĕçрен те хăраса тăман. Чылай çул вăл колхозра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă: склад заведующийĕ те, весовщик те, осеменатор та, сурăх фермин заведующийĕ те пулнă. Çавăн пекех Шурутри больницăра завхозра та тăрăшнă. Ĕçе çÿренипе çеç мар, килте выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та Евгения Петровна килте ларса тăрасшăн пулман. 77 çула çитичченех вăл кашни çулах колхоза çĕрулми суйлама çÿренĕ, хирти ĕçсене яланах хутшăннă. Шел пулин те, пĕр вунă çул каялла Евкен аппан мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Ачисем Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче пурăнаççĕ. Кинемей пĕчченех пурăнать пулсан та, алă усса лармасть. Кил-тĕрĕшри ĕçсене вăл йăлтах хăех пурнăçлать, выльăхĕсене те пăхать, пахчара та хăех ĕлкĕрсе пырать. Ĕç вĕресе çеç тăрать унăн аллинче.
— Ачасем шăнкăравласах тăраççĕ, утă хатĕрлемелле е урăх пысăк ĕç тумалла чухне пулăшма килеççĕ. Чылай чухне хамах: «Халь килсе чăрманса ан çÿрĕр, хăвăрăн та ĕçĕрсем пур ĕнтĕ», — тетĕп. Сывлăх енчен аптăрамастăп та кил-тĕрĕшре хамах аппаланатăп, — пĕлтерет кинемей.
Евгения Петровна çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн. 85 çула çывхарса пырать тесе ăна кам калĕ? Вăл халĕ те вăр-варлăхĕпе, правурлăхĕпе хăш-пĕр çамрăкран та ирттерет. Малашне те утса мар, чупса çÿреме, пур ĕçре те ĕлкĕрсе пыма ăна Турă сывлăх патăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *