Пятница, 27 января

Кăмăлĕ те, тĕллевĕ те çирĕп

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра ăс пухма тытăннă Аня Матросова тăван чĕлхене юратать. Мĕншĕн тетĕр-и? Хĕрача тăван чĕлхепе çав тери таса калаçать çеç мар, вулама кăмăллă, илемлĕ статьясем шăрçалать, тĕрлĕ социаллă сетьсенче те чăн чăваш чĕлхипе çырать. Шăпах унăн статйисене интернетра вуланă хыççăн «куç хыврăмăр» ăна. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Аня пире тăтăшах шкул пурнăçĕпе паллаштаратчĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех материалсем шăрçаласа яратчĕ. Ĕçе пĕлсе, вăр-вар пурнăçлакансене вара эпир яланах хавас, çуллахи каникулта хĕре «Каçал ен» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнтĕмĕр. Икĕ уйăх ытларах ĕçленĕ хушăра «Каçал ен» хаçат тусĕсене вăл чылай материалпа паллаштарма ĕлкĕрчĕ, нумай çĕре çитсе курчĕ. Пĕрремĕш утăмсене тума кам хавхалантарнă-ха ăна?
— Вăтам шкулти воспитани енĕпе тимлекен директор çумĕ Валентина Анатольевна Филиппова хавхалантарчĕ. «Контактра» соцсетьри ушкăнра чăвашла постсем çырнине ырларĕ вăл. Çавăнпа хаçата çырса пăхма сĕнчĕ Валентина Анатольевна. Пĕрремĕш заметка «Тантăшра» кун çути курчĕ. 8-мĕш класраччĕ эпĕ ун чухне. Хам кăна мар, пĕрле вĕренекенсем те савăнчĕç республика хаçатĕнче пичетленнине курсан. Малтанах шикленеттĕм. «Вулакана килĕшмелле çырма пултаратăп-ши?» — теттĕм. Кăштахран хăнăхрăм. Çакăн хыççăн «Тантăша» шкул пурнăçĕ çинчен çыру татах вĕçтертĕм. Каярах вара район хаçачĕпе — «Каçал енпе» те çыхăнăва çирĕплетрĕм. Ытларах шкул пурнăçне çутатакан кĕске заметкăсем çыртăм. Вĕсене пичетлесессĕн мĕн тери савăнаттăм, — каласа кăтартать Аня.
Шухăшсем çуралсанах хĕр компьютер умне ларать те пичетлеме тытăнать иккен. «Кăмăлпа пуçласан ĕç кал-кал пырать», — тет вăл. Статьясем çырни ăна малашне журналист профессине суйлама хавхалантарать.
Пĕчĕк чухне Аня тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Çитĕннĕ май шухăш улшăннă. Çакă чăваш чĕлхипе литературине юратнипе çыхăннă.
«Каçал ен» хаçатра ĕçлесе курнă хыççăн вара Аньăн тĕллевĕ татах çирĕпленчĕ. Вăл каланă тăрăх, тĕрлĕ çĕре тухса çÿрени, çынсемпе тĕл пулса калаçни — çав тери кăсăклă ĕç иккен:
— Хаçат ĕçне кăштах та пулин пĕлнĕ, анчах та вăл пĕр вăхăтрах кăсăклă та йывăр пулнине тăнламан. Кунта тăрăшакансем тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ: вĕсем — фотограф та, материал çыракан та, хаçат хатĕрлекен те, çынсемпе шăкăл-шăкăл калаçакансем те. Ялсене тухса çÿреме, чăнах та, интереслĕ, çынсемпе курса калаçма, вĕсен шухăшĕсене пĕлме мĕн тери кăсăклă. Çак професси çыннисен ыттисен ĕçĕ пирки ытларах пĕлмелле. Ял çыннисем: «Пирĕн пата çамрăк корреспондент килчĕ», — тесе хапăлласах йышăнаççĕ. Вĕсем ăшшăн кĕтсе илсессĕн ĕçлеме çăмăлрах. Хăш-пĕр çĕрте вара сăн ÿкерттерессинчен тарса пытанакансем те пур. Тĕлĕнетĕп! Ĕçле- кен çынсем вăтаннăран. Ĕç çынна илем кÿрет, теççĕ. Журналистсен вара маттур çынсем пирки çырса пĕлтерес килет.
Аня Матросова: «Компьютер умне çырма ларсан хăш-пĕр чухне йывăртарах та. Опытлă ĕçтешсем куллен пулăшрĕç. «Каçал ен» хаçатра тăрăшакансем — паянхи пурнăçпа тан утакансем. Вĕсем вулакан кăмăлне тивĕçтермелле çырса хаçат калăплаççĕ, хаçат сайтне тата «ВКонтакте», «Одноклассники», «Инстаграм» социаллă сетьсенчи страницисене ертсе пыраççĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче районти кашни почта уйрăмне çитеççĕ. Почтальонсемпе тĕл пулаççĕ. «Каçал ен» кашни килте кĕтекен хаçат пултăр теççĕ».
Аня — шанса панă ĕçрен хăраман хĕрача. Вăл тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнма хастар. Сăмахран, кăçал вăл «Хыпар» издательство çурчĕ йĕркеленĕ çамрăксен слетĕнче пулнă, паллă журналистсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех пулас журналист пĕлĕвне тарăнлатас тесе Шупашкар хулинче йĕркеленĕ медиафорума та хутшăнма вăхăт тупрĕ. Унта вăл «Первый канал» журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ, нумай çĕннине пĕлсе таврăнчĕ.
Вĕренекен пушă вăхăтра пĕрлехи патшалăх экзаменĕсемпе çыхăннă кĕнекесене алла тытать. Унăн тĕллевĕ — вĕсене ăнăçлă тытса аслă шкула вĕренме кĕресси. Йывăрлăхсем сиксе тухсан Аня чи малтан ашшĕ-амăшĕпе канашлать. Вĕсем ăна ялан ырă сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Тĕллевлĕ конкурссене хутшăнма нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Аня олимпиадăсене хутшăнса та пĕлĕвне тăтăшах тĕрĕслет. Конкурссенче, фестивальсенче, олимпиадăсенче çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисене, Дипломсене, Тав хучĕсене типтерлĕ упрать пике. Вăл — Раççей шкул ачисен юхăмĕн хастар членĕ. Ахальтен мар «Манăн пулас професси» видеоролик ÿкерсе тантăшĕсемпе пĕрле Анапа хулинче канма тивĕçнĕ. Уншăн пурнăçри кашни самант хаклă. Вăл çĕнĕ кун пуçланнăшăн савăнать, ăна яланах усăллă та хăйне евĕрлĕ йĕркелеме тăрăшать. Алла кĕнеке тытса пĕлĕвне тарăнлатнипе пĕрлех, маттур хĕр юлташĕсемпе тĕл пулать. Аня — юлташĕсемшĕн яланах пулăшма хатĕр тантăш. Вăл йăмăкĕсемпе шăллĕшĕн те — чи хаклă çын. Килте чи асли пулнăран Аньăн кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырă-нĕнче пулмалла. Вĕренÿре те, ĕçре те пулăшса пырать вĕсене. Пĕр сăмахпа каласассăн, Аня килтисемшĕн — юратнă хĕр, аппа, юлташĕсемшĕн — хастар, пултаруллă вĕренекен, пирĕншĕн вара вăл — вăр-вар ĕçтеш.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *