Кăвайт чĕртме юрамасть

Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа республика территорийĕнче, çавăн пекех пирĕн районта та, пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕнĕ. Кĕркунне çитнĕ май район çыннисем хушшинче çÿп-çапа, çĕрулми аврине çунтаракансем йышланчĕç. Район территорийĕнче пушар тухнă тĕслĕхсем нумайланнине кура надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн тата 31-мĕш пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле профилактика тĕрĕслевĕсем ирттерчĕç.
Пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăйра чухне килти хушма хуçалăх территорийĕнче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат-çимĕç пĕçерме, йăлари хытă каяшсене çунтарма юрамасть. Çавăн пекех вăрмансенче те, вĕсен çывăхĕнче те кăвайт чĕртмелле мар. Унсăр пуçне типнĕ курăка чĕртсе ярса çунтарма та юрамасть. Пĕтĕмĕшле каласан, пушар кăларма пултаракан ĕçсемпе аппаланмалла мар.
РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 20.4 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăйра чухне пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснишĕн граждансен — 2 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçри сăпатсен — 15 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕ йĕркелемесĕр предпринимательство ĕçне пурнăçлакансен — 30 пин тенкĕрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсен 200 пин тенкĕрен пуçласа 400 пин тенкĕ таран административлă штраф тÿлемелле пулать.
Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан, çакăн çинчен тÿрех пушар хуралне шăнкăравласа пĕлтермелле. Пушарнăйсем килсе çитиччен май пур пулсан инкеке лекнĕ çынсене çăлма, çулăма малалла сарăласран чарма тăрăшмалла.
Надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕ районта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтать. Кăвайтсем ан чĕртĕр, инкек тухасран сыхланăр.
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *