Четверг, 25 апреля

Хаçат парнисемшĕн старта тухрĕç

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадиона халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Спортсменсем, çăмăл атлетикăна кăмăллакансем икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев ячĕпе «Советская Чувашия» хаçатăн парнисемшĕн иртекен çăмăл атлетика эстафетине хутшăнма васкарĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăмăртăва йĕркелекенсене çак ырă йăлашăн тав турĕ, çамрăксене Олимп вăййисене хутшăнакансенчен тĕслĕх илме, тĕллевсем патне ăнтăлма чĕнсе каларĕ. «Пĕр командăна пĕрлешсе малалла хастаррăн ăнтăлăр. Йышри килĕшÿ йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пытăр», — терĕ вăл. Пуçтарăннисене спорт уявĕ ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев саламларĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтанах старта министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем, паллă чăваш спортсменĕсем тухрĕç. Ăмăрту пурĕ 12 ушкăнра иртрĕ, çав шутра республикăри шкулсенче ăс пухакансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем, влаç органĕсенче ĕçлекенсем, спорта кăмăллакан çемьесем, спорт ветеранĕсем те пулчĕç.
Эстафетăна пирĕн район командисем те хастаррăн хутшăнчĕç. Вăтам шкулсем хушшинче пирĕн районăн команди пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине йышăнчĕ. Тĕп шкулсем хушшинче пирĕн пĕрлештернĕ команда финиша 4-мĕш çитрĕ. 60 çултан иртнĕ спорт ветеранĕсем хушшинче пирĕн команда 3-мĕш вырăна тухрĕ. Саламлатпăр!

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *