Капиталлă юсавшăн вăхăтра тÿлемелле

Капиталлă юсавшăн вăхăтра тÿлемелле

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен çурта тĕпрен юсама уйăхсерен укçа-тенкĕ тÿлемелле. Чылайăшĕ: «Мĕншĕн манăн тÿлемелле, пирĕн çурта халĕ юсамаççĕ-çке;» — теççĕ. Анчах кун пек шухăшлани тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен пуçтарăнса пыракан укçапа çуртсене черетпе юсаççĕ. Капиталлă юсавшăн пуçтаракан укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем тавра район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕпе Александр Красновпа калаçрăмăр.
— Александр Васильевич, нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕшĕн тÿлемелли укçа çинчен калаçас пулсан, тĕп ыйтусенчен пĕри вăл — çак укçана камăн тата мĕншĕн тÿлемелле?
— Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕн 154 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртри кашни харпăрçăн капиталлă юсав валли палăртнă суммăна уйăхсерен тÿлемелле. Енчен те çакна тумасан, РФ Çурт-йĕр кодексĕн 155 статйин 14.1 пайĕпе килĕшÿллĕн тÿлемен укçа çумне кашни куншăн пени ÿссе пырать.
— Енчен те хваттер харпăрçи чылай вăхăт иртсен те парăма тÿлемесен?
— Кун пек чухне капиталлă юсав фончĕ суда иск тăратать. Тĕслĕхрен, 2017 çулта вăл пурĕ 5 миллион ытла тенкĕлĕх 721 ĕçе суда ярса панă. 2018 çулта 1,5 миллион ытла тенкĕлĕх 203 заявлени суда çитнĕ. Палăртса хăварас килет: республикăра çулталăкра 300 яхăн çурта тĕпрен юсаççĕ. Çакна валли 700 миллионран пуçласа 1 миллиард тенкĕ таран укçа кирлĕ. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре пурăнакансем капиталлă юсав валли пуçтаракан укçана вăхăтра тÿлесе пыманшăн 700 миллиона яхăн парăм пуçтарăннă. Çакă вара çулталăкра тĕрлĕ çуртсене юсав тума каякан укçапа танлашать.
— Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Коммуналлă пулăшусемшĕн, çурта кирлĕ пек тытса тăнăшăн, капиталлă юсавшăн тÿлесси — кашни уйăхра чи малти вырăнта пулмалла. Çакă кашни харпăрçăн тивĕçĕ. Вăхăтра тÿлемесен парăм уйăхран-уйăха ÿссех пырать, пени хутшăнать. Ĕçе суда çитерес марччĕ, кашни квитанциех вăхăтра тÿлесчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *