Четверг, 18 апреля

Çÿп-çапшăн вăхăтра тÿлер

Çÿп-çапшăн вăхăтра тÿлер

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли укçан тарифĕсем, çав шутра хытă каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлемелли укçан калăпăшĕ те улшăннă. Халĕ район центрĕнче пурăнакан кашни çыннăн коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн 76,76 тенкĕ, ялсенче пурăнакансен 61,56 тенкĕ тÿлемелле. «Экоцентр» МВК» регион операторĕн районти представителĕ Ю.Г.Ананьева пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта çак укçан 46 процентне çеç тÿлесе татса пыраççĕ.
Палăртса хăвармалла: çак укçана тÿлесе пыманнисене пырса тивекен пĕрремĕш суд йышăнăвĕсем вăя кĕнĕ те ĕнтĕ. Çапла вара парăма суд приставĕсем урлă шыраса илеççĕ. Кун пек чухне парăмăн сумми те ÿсет. Укçа тÿлессинчен пăрăнаканăн пуçтарăннă парăмсăр пуçне патшалăх пошлинине, исполнительлĕ тÿлеве, пени укçине тÿлесе татас пулать. Хытă каяшшăн тÿлесси питĕ пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та уншăн вăхăтра тÿлеме манас марччĕ.
Çÿп-çап пирки калаçнă май, тепĕр ыйтăва та уçăмлатас килет. Кашни ялтах кил-тĕрĕшре пуçтарăнакан хытă каяш валли контейнерсем вырнаçтарса лартнă. Анчах вĕсене мĕн кăна пăрахмаççĕ-ши? Унчченхи вăхăтра мунча кăмакинче çунтарнă хăрăк туратсем, кивĕ хăмасем таранах унта тултараççĕ. Саккунра палăртнă тăрăх, коммуналлă хытă каяшсем шутне çакăн пек йывăç-туратсем, типнĕ çулçăсем, улма аврисем тата пахчара чăрмантаракан ытти йывăç-курăк юлашкисем кĕ-меççĕ. Çапла вара, «Эпир укçа тÿлетпĕр-çке» тесе контейнерсене çакăн евĕр каяшсемпе тултармалла мар, уйрăмах контейнер площадкисем çывăхне вĕсене купаласа хумалла мар.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: квитанци кашни çын патнех килет, ăна вăхăтра тÿлесе пырасчĕ, парăмçăсен шутне кĕрес марччĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *