Четверг, 25 апреля

«Ÿсĕмсен çăлкуçĕ – юратура», —

тет Анна Тимофеевна Ежергина, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, чи пысăк квалификациллĕ вĕрентекен. Вăл сентябрĕн 2-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Çавна май эпĕ вулакансене кăштах та пулин унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парасшăн.
МĔН АКАТĂН — ÇАВ ШĂТАТЬ
Аня туслă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Тимофей Дмитриевич Манзуркин, ăслă та пултаруллă çын пулнă. Колхоз, ял Совет председателĕнче, агрономра тăрăшнă. Кĕнекесем вулама юратнă. Ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Тимофей Дмитриевич граждан тата Аслă Отечественнăй вăрçăсен ветеранĕ, ялти хисеплĕ çын. Иустиния Алексеевна колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе ултă ача çуратнă, шел пулин те виççĕшĕ, тĕрлĕ чире пула, пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Каярах тата виçĕ хĕр çуратнă — Люда, Валя, Аня. Вĕсем лайăх ÿснĕ. Иккĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Валя ялтах юлнă, ашшĕпе амăшне пулăшнă. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Манзуркинсем ачисене çамрăклах ĕçлеме хăнăхтарнă.
Хĕрача ялта 4 класс пĕтернĕ, малалла Хырай Ĕнел, Комсомольски вăтам шкулĕсенче вĕреннĕ. Обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă.
ПĔРРЕ КУРСАХ САВРĂМ-ШИ?
Ку Аня 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне пулнăччĕ. Пĕррехинче вĕсен ялне кунта пурăнакан Вера Архиповнăпа пĕрле яштака та кăтра çÿçлĕ каччă килнĕччĕ. Вера Васильевна вăл вăхăтра Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентетчĕ. Хĕр Манзуркинсен тăванĕччĕ. Каччи те çак шкултах рисовани тата черчени предмечĕсене вĕрентекен Сергей Ежергин пулнă.
Каччăн ашшĕ алă ăсти пулнă. Сĕтел-пукан, шкапсем, темĕн те пĕр ăсталанă. Архиповсене те çак япаласене туса панă вăл. Сергей Çĕнĕ Сĕнтĕре ашшĕ ăсталанă япаласене курма килнĕ. Шăпах çавăн чухне Аня ăна пуçласа курчĕ. Каччă хĕр чĕрине тÿрех тыткăнларĕ. Вĕсем волейболла вылярĕç, пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхрĕç. Çак юрату Анна Тимофеевнăна пурнăç тăршшĕпех ăшăтса, вăй-хал парса тăчĕ.
«Сире комсомол обкомĕнче ĕçлеме сĕнетпĕр», — терĕç чипер те яштак пÿллĕ хĕре институт пĕтернĕ çамрăксене ĕçлеме кайма направлени паракан комисси членĕсем. Хĕрпĕрчи пĕр вăхăт шухăша кайрĕ. Акă, унăн умĕнче йăрăс пÿллĕ, хумлă хура çÿçлĕ, чакăр куçлă Сергей тăрать. Юратакан чун-чĕре ун патнеллех туртăнать. «Апла суйла», — тет хăйне пике. «Çук, Шупашкарта юлмастăп. Мана Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк вăтам шкулне ĕçлеме ярăр», — терĕ хĕр. Комисси членĕсем тĕлĕнчĕç. Ара, чылай çамрăк хулана юлма ĕмĕтленет-çке. Ку вара яла талпăнать. «Юрать, сирĕн ыйтăвăра тивĕçтеретпĕр», — терĕç комисси членĕсем хĕре направлени парса.
Акă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те çитрĕ. Аня учительсен пÿлĕмне кĕчĕ. Вĕрентекенсем пурте капăр тумланнă. Шел пулин те, кунта вăл килĕштерекен яш çук. «Класа кайнă пулĕ-ха», — текен шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. Çамрăк специалиста шкулта лайăх кĕтсе илчĕç. «Сире комсомол организацине ертсе пыма шанатпăр. Унсăр пуçне 9-мĕш классен ертÿçи пулма шанатпăр», — сăмахларĕ çамрăкпа вĕрентÿ пайĕн ертÿçи.
Хваттер те тупса пачĕç, Анна Акчурина патне. «Питĕ ла-йăх хĕрарăмччĕ вăл, ырă кăмăллăччĕ, пире лайăх пăхатчĕ», — ăшшăн аса илет Анна Тимофеевна. Учитель ĕçе хĕрÿн пуçăнчĕ. Уроксене тĕплĕн хатĕрленчĕ. Ачасене кашни темăпа интереслентерме пултарчĕ.
АЧАСЕН ЮРАТНĂ ТУСĔ
Вĕренекенсем вырăс чĕлхипе литература урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Мĕн чухлĕ çĕнни, интересли пĕлчĕç вĕсем унта. Анна Тимофеевна ертсе пыракан класс ачисем хăйсен вĕрентекенне çав тери хисеплерĕç, юратрĕç, нумай енĕпе унран тĕслĕх илчĕç. Вĕрентекен мĕнле тумланни, калаçни — пурте ки-лĕшетчĕ вĕсене. Класс сехечĕсенче вăл вĕсене вырăс художникĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратчĕ. Ялти библиотекăра литература çукпа пĕрехчĕ. Вăл амă-шĕн Мускавра пурăнакан йăмăкĕнчен пулăшу ыйтрĕ. Тăванĕ çамрăка пуян материалпа тивĕçтерчĕ.
«Тепĕр вĕренÿ çулĕнче ачасен ыйтăвĕсене шута илсе вырăс композиторĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăм», — каласа парать вĕрентекен. Ку енĕпе ăна ялти библиотекарь Антонина Владимирова пулăшнă. Пуян литература тупса панă. Тăванĕсем Мускавран грампластинкăсем ярса панă.
Анна Тимофеевна ертсе пыракан класри ачасем «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренетчĕç. Çак класс пур енĕпе те тĕслĕх кăтартатчĕ. Зинаида Чернова хитре ÿкеретчĕ, Геннадий Уткин, Валентина Уральская спектакльсенче артистсенчен кая мар вылятчĕç. Николай Тумаланов, Вера Бежерова, Люция Филиппова, Анна Андреева, Валя Антонова питĕ пултаруллă вĕренекенсемччĕ. Вĕсем концертсем, спектакльсем лартатчĕç. Çак ĕçе ытти классенче вĕренекенсене те явăçтаратчĕç, çывăхри ялсенче пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтаратчĕç.
«Çак класра чи лайăх ачасем вĕренетчĕç. Пысăк тăхтавсем вăхăтĕнче эпир шкулти залра ташăсем вĕренеттĕмĕр, диспутсем, викторинăсем, тĕрлĕ конкурссем ирттереттĕмĕр. Шкулта пурнăç «вĕресе» тăратчĕ», — сăмахлать малалла А.Т.Ежергина.
Вăл ертсе пыракан класри 15 çамрăкран вунпĕрĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсем хушшинче доцент та, профессор та пур. Вăл — Николай Васильевич Тумаланов.
ĂÇТА-ШИ ЭСĔ, САВНИÇĔМ?
Шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисен каçне ирттерме хатĕрленеççĕ. Юрлаççĕ, ташлаççĕ. Учительсем «Горе кудлатое» спектакль лартрĕç. Кунта Анна Тимофеевна та вылярĕ, роле питĕ лайăх сăнарларĕ. Вăл хăй çине такам куç илми пăхнине туйрĕ. Залра ларакансем хушшинче ун çине тинкерекен Сергее курчĕ. Ÿт-пÿ тăрăх ток чупрĕ тейĕн, хĕр чĕтресе илчĕ. Савăнчĕ те, хурланчĕ те.
Тĕлпулу каçĕнче Тури Тимĕрчкасси каччи Сергей Ежергин хĕре ташлама чĕнчĕ. Пĕр ташă хыççăн тепри пуçланчĕ. Мĕн çинчен кăна калаçмарĕç пулĕ вĕсем. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин патне туртăнчĕç. Ун чухне Сергей Ежергин Шурутри вăтам шкулта директор çумĕнче ĕçлетчĕ. Çак кунран пуçласа çамрăксем тăтăшах тĕл пулма пуçларĕç.
ÇЕМЬЕЛЛĔ ПУРНĂÇ
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Тури Тимĕрчкассинчи Ежергинсен килĕнче туй кĕрлерĕ. Праски аппа пĕртен-пĕр ывăлне авлантарчĕ. Сергее пĕччен пăхса ÿстерчĕ вăл. Мăшăрĕ чирлесе çĕре кĕчĕ. Çамрăк тăрăшса вĕренчĕ. Художник пекех хитре ÿкеретчĕ вăл. Алла аттестат илсен Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Сокольников пултаруллăскере ачасене рисовани, черчени предмечĕсене вĕ-рентме шанчĕ. «Куçăмсăр майпа институтра вĕренĕн», — терĕ.
Вăл вăхăтра çынсем чухăнрах пурăннă. Сергейĕн тăхăнмалли те çукрахчĕ. Ю.Сокольников çамрăка пулăшма тăрăшнă. Каччă малалла вĕренме ăнтăлнă. Асли çамрăк лайăх учитель пуласса шаннă.
Сергей Васильевич часах куçăмсăр майпа Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтерсе алла диплом илчĕ. Çамрăксем пĕр çемьепе пурăнма пуçларĕç. Иккĕшĕ те Хирти Явăшри шкулта ĕçлерĕç. С.В.Ежергин кунта биологи, хими предмечĕсене вĕрентрĕ, шкул коллективне те ертсе пычĕ. Çамрăксем килĕштерсе пурăнчĕç. Виçесĕр телейлĕччĕ вĕсем.
ПУР ÇĔРЕ ТЕ ĔЛКĔРНĔ
Çемье хушăнсах пычĕ. Малтан Рина, кайран Вадим çут тĕнчене килчĕç, ашшĕпе амăшне нумай савăнăç парнелерĕç. 1970 çулта Ежергинсем Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулне куçрĕç. Кунта та тăрăшса ĕçлерĕç. Çав вăхăтрах Анна Тимофеевна ялти хĕрарăмсен советне ертсе пычĕ. Мĕнле кăна мероприяти ирттерместчĕç пулĕ вĕсем — ял, урамсен уявĕсем, ачасене савăнăçлă лару-тăрура ят панисем, çамрăксене çĕнĕлле çырăнтарнисем, Хĕлпе сывпуллашни, «Пĕтĕм чун-чĕререн», «Асаннесемпе мăнуксем», «Вырăс чейĕн уявĕсем», тĕрлĕ интереслĕ тĕлпулусем… Вĕрентекен колхоз ертÿçисене те, культура ĕçченĕсене те, хĕрарăмсене те çак ĕçсене явăçтарнă. А.Ежергина агитаципе пропаганда ĕçне те активлă хутшăннă, куçăмсăр майпа марксизм-ленинизм институтĕнче вĕреннĕ.
Анна Тимофеевна районти хĕрарăмсен совечĕпе пĕрле районти культура çуртĕнче чылай интереслĕ мероприяти ирттернĕ. Учительсен кунĕнче ирттернĕ Аслă Отечественнăй вăр-çа хутшăннисен тĕлпулăвĕ уйрăмах асра юлнă. Кунта юнлă вăр-çăра пулнă Валентина Корытникова /РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, Шурут вăтам шкулĕ/, Карсаков /Шупашкар/ тĕл пулнă.
Çак ĕçсене йĕркелеме ăçтан вăхăчĕ, вăй-халĕ çитнĕ пулĕ унăн; Çав вăхăтрах уроксем ирттерме хатĕрленмелле, кил-çурт-ра ĕçлемелле, ачасене те пăхмалла. Юрату мĕн пур йывăрлăха çĕнтернĕ. Паллах, хунямăшĕ те нумай пулăшнă.
АЧИСЕМ ТЕ ПУЛТАРУЛЛĂ
Анна Тимофеевнăпа Сергей Васильевич пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Тĕпренчĕкĕсем пĕри тепринчен маттуртарах та пултаруллăрах. Рина Санкт-Петербургри художествăпа промышленность аслă училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Вăл — художник-модельер. Рина çамрăк модельерсен Италири, Германири конкурсĕсене хутшăннă. «Проспект мода» кĕнеке кăларнă. Вадим Рязаньте радиотехника институтне, Калининградра управленипе экономикăн аслă шкулне пĕтернĕ /унăн виçĕ аслă пĕлÿ/. Вăл — полковник. «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» вăййа хутшăннă, «Слабое звено» вăйă çĕнтерÿçи, Пĕтĕм Союзри кроссвордистсен конкурсĕнче те ентеш виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл — спорт мастерĕн кандидачĕ. Ежергинсен хĕрĕ Инесса Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Амăшĕн çулне суйласа илнĕ хĕр Шупашкарти пĕр шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентнĕ. Амăшĕпе ашшĕ пекех пултаруллă та хастар пулнă. Шел пулин те, йывăр чире пула 45 çултах пурнăçран уйрăлнă. Çакă Ежергинсемшĕн çав тери пысăк çухату пулчĕ. «Темĕнле йывăр пулсан та пурăнмалла, май килнĕ таран мăнуксене пулăшмалла», — тет хĕрарăм куççулĕсене шăлса. Сергей ывăлĕ те Рязаньти радиотехника институтне пĕтернĕ. Чечня вăрçинче пулнă, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Мускав çывăхĕнчи Химкинче МЧСра ĕçлет. Кĕçĕнни, Владислав, Мускаври физикăпа техника институтне пĕтернĕ. Унтах пурăнать.
Ежергинсен ачисем амăшĕ патне Тури Тимĕрчкассине тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Шел пулин те, Сергей Васильевич 14 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Йывăр чир ăна çемйинчен уйăрчĕ. Ку çухату хĕрарăмшăн калама çук йывăр пулчĕ. Мĕн тăвăн, чĕррисен пурăнмалла, ачисемпе мăнукĕсене пулăшмалла. Мăшăрĕн юратăвĕ пурнăç тăршшĕпех ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума хавхалантарса пынă. Халĕ те хĕрарăм унăн хĕрÿлĕхне аван туять. Çакă ăна малалла пурăнма вăй-хал парать.
Анна Тимофеевна республикăри литература уявĕсенче тăватă хут, Пĕтĕм Раççейри уявсенче икĕ хутчен /Ленинградра тата Рязаньте/ çĕнтернĕ. Вăл çерем çĕрсем уçнă, хастар ĕçшĕн медаль илме пултарнă. Унăн «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медаль те пур. Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
Акă еплерех аса илеççĕ юратнă учителе унăн вĕренекенĕсем: Наталья Илларионова /Никонова/. «Анна Тимофеевна пирĕншĕн аппа пекехчĕ. Шкулта вĕренме çав тери интереслĕччĕ. Уроксене те лайăх хатĕрленеттĕмĕр. Анна Тимофеевна пире çĕнĕ юрăсем, ташăсем вĕрентетчĕ, пур енĕпе те пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăратчĕ. Пĕррехинче историпе киле панă темăна вулаймарăмăр. Ара, кашни кун Тăманлă Выçлирен Аслă Чурачăка 16 çухрăм утаттăмăр. Ывăнаттăмăр та. Хĕрсемпе хамăр класс ертÿçине учительсен пÿлĕмĕнчен чĕнсе кăлартăмăр. Пирĕн çăлавçă истори кĕнекине илсе кăштах пăхса тухрĕ, темăна ăнлантарса пачĕ. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çын вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ халĕ те, шкул пĕтерни 50 çул ытла иртрĕ пулин те, эпир Анна Тимофеевнăпа çыхăну тытсах тăратпăр».
Рашид Айнетдинов. «Тавтапуç Сире, пире музыкăна ăнланма, ташлама вĕрентнĕшĕн»,— çакăн пек çырнă вăл Хусантан ярса панă открытка çине.
Луиза Константинова /Герасимова/, Комсомольски ялĕ. «Анна Тимофеевна пире 9—11-мĕш классенче вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентрĕ. Эпир унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Вăл — интеллигентлă, питĕ ăслă, анлă тавракурăмлă çын, унпа темĕн çинчен те калаçма пулатчĕ. Çавăнпа та уроксем те çÿллĕ шайра иртетчĕç.
З.СОЛОВЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *