Ир тăракан тутă пулнă

Уяр кунсемпе усă курса районти хуçалăхсенче хĕрсех кĕрхи культурăсене выраççĕ. «Сарă тинĕсре» иртен пуçласа каçченех «хир карапĕсем» кĕрлеççĕ, пиçсе çитнĕ тырра çапса тĕшĕлеççĕ. Районти 5 хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ, ытти хуçалăхсенче вара кашни кунпа туллин усă курса «çанă тавăрсах» ĕçлеççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов «Рассвет» ЯХПКра тата «Урожай» колхозра вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.
Асăннă хуçалăхсенче ĕçе пĕлсе тата вăхăтра йĕркелеççĕ. Кунта тăрăшакансем пĕр вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеççĕ, кĕрхи культурăсене выраççĕ, çĕртме тăваççĕ, çитес вăхăтра çĕрулми кăларма тухма хатĕрленеççĕ.
Августăн 29-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ культурăсене 9550 гектар çинче çулнă, пÿлмесене 26681 тонна тыр-пул кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 37 гектар çинчен кăларса пуçтарнă. Ир пулакан çĕрулми тухăçĕпе савăнтарать. Кашни гектартан вăтамран 351,9 центнер тухăç илеççĕ.
А.АНТОНОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *