
Августăн 31-мĕшĕнче Раççей /Совет/ çарĕсене Варшава килĕшĕвĕн çĕршывĕсенчен /ГДРтан, Польшăран, Чехословакирен, Венгрирен/ илсе тухнăранпа 25 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çавна май «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского договора» обществăлла организацин районти уйрăмĕ чикĕ леш енче службăра тăнă ветерансене уява йыхравлать. Мероприяти Комсомольски ялĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче 10 сехетре пуçланать.