Вторник, 31 января

Кашни инкеке сирме пĕлмелле

Августăн 21-мĕшĕнче «Хлебозавод» ООО-ра  ятарлă вĕренÿ тата пысăк канашлу  иртрĕ. Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов, республикăри  районсенчи производство кооперативĕсен ертÿçисем  тата ыттисем   пушар хăрушсăрлăхне, Раççей çĕршывĕ çине тăшман тапăнса килсен ĕçе урăхла майпа мĕнле малалла тăсассине тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Вĕренÿ умĕн йĕркеленĕ канашлăва   район администрацийĕн  пуçлăхĕ Александр Осипов хутшăнчĕ. Мероприяти темиçе тапхăрпа иртрĕ. Малтанах ертÿçĕсем тĕрлĕ информаципе паллаштарчĕç. Предприяти ертÿçисен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç,  вĕсем тест ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă хыççăн ĕçлĕ ушкăн  «Хлебозавод»  ОООн тата «Кооператор»  производство комбиначĕн  ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Цехсенче хĕрÿ ĕç пынă вăхăтра инкек-синкек тухас пулсассăн чи малтан мĕн тумалла-ха; Шăпах çакна ятарлă вĕренÿ йĕркелесе тĕрĕслерĕç те.  Ăçта та пулсан мĕн те пулин çунма тытăнсан ĕçченсен чи малтан  мĕн тумалла;  Лару-тăрăва хаклама пултараççĕ-и вĕсем; Çакна пĕтĕмпех вĕренÿ йĕркелени кăтартса пачĕ те.

— Ĕçченсем   вут-çулăм  тухнине пĕлсессĕн производство цехĕсенчен чупса тухрĕç, пушара  та  хăйсем тĕллĕн сÿнтерме тытăнчĕç. Пушар сÿнтерекенсем,  медицина ĕçченĕсем вăхăтра килсе çитрĕç.  Пĕтĕмĕшле каласассăн, инкек-синкеке çи-йĕнчех сирчĕç, — пĕтĕмлетрĕç специалистсем.

Çакăн евĕр вĕренÿсем вара кашни производствăрах кирлĕ, вĕсем лару-тăрăва хаклама май параççĕ те.

А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *