Вторник, 27 февраля

Кану усăллă иртет  

Кану усăллă иртет  

 

Кĕçĕн Каçалти ял библиотеки кашни самантра улшăнакан çанталăка пăхса тăмасăрах, уçă тÿпе айĕнче «Литература картишĕ» вулав ĕçне малалла тăсать.

Вулав картишĕнче кашниех хăйне килĕшекен ĕç тупать. Ачасем савăнсах уçă сывлăшра тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Литература хайлавĕсем тăрăх тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шĕкĕлчеççĕ, асфальт çине ÿкереççĕ, мастер-классем иртеççĕ  — пурте ачасен кăмăлне каять.

Библиотека çак ĕçе урамра тума шутланăшăн аслисем хавас, мĕншĕн  тесен вулав залĕ урамра — питĕ меллĕ. Ачасем вăхăта уçă сывлăшра ирттереççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, тата вĕсене пăхакансем те пур.

Уçă сывлăшри вулав залĕсем — çуллахи ăшă куна алра кĕнеке тытса ирттерме, çĕнĕ çынсемпе тĕл пулса вĕсемпе паллашма пулăшаççĕ. Çуллахи вулав залĕ — хаваслă вăйăсен, уявсен, йăпанусен вырăнĕ.

И.АЛБУТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *