
Ял урамĕсенче тирпейлĕхпе илем хуçаланни, паллах, кашнинех савăнтарать. Тирпейлĕ вырăнта утса иртме те аван, илем тÿрех куç тĕлне пулать, кăмăла хăпартлантарать. Районти ялсенче çулсерен тирпей-илем енĕпе смотр-конкурс иртет. Унта ял поселенийĕсем, организацисемпе предприятисем, уйрăм çынсем хастаррăн хутшăнаççĕ. Кăçал та смотр-конкурса хутшăнакансем чылайăн пулчĕç.
Нумаях пулмасть ĕçлĕ комисси пĕтĕмлетÿсем туса çĕнтерÿçĕсене палăртнă. «Социаллă сфера учрежденийĕн территорине ешĕллетесси тата тирпей-илем кĕртесси» номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ 1-мĕш вырăна тухнă. «Комсомольски районĕнчи чечек клумбисемпе кану вырăнĕсене йĕркелесси» номинацире Тукай ялĕнчи Михаил Архангел храмĕн территорине чи лайăххи тесе йышăннă. «Харпăр хăй секторĕнчи урамсене ешĕллетесси тата тирпей-илем кĕртесси» номинацире Чĕчкен ял тăрăхĕнчи уйрăм çуртсен секторĕ мала тухнă. «Уйрăм çынсем пурăнакан çуртсен таврашĕнчи çĕр участокĕсене ешĕллетесси тата тирпей-илем кĕртесси» номинацире Чĕчкен ял тăрăхĕнчи Полевая урамĕнчи 254-мĕш çурт çумĕнчи участок çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Смотр-конкурсра мала тухнисене чĕререн саламлатпăр. Пирĕн районта тавралăха тирпей-илем кĕртме ÿркенмен çынсем йышлăн пулни чăннипех те савăнтарать.