Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн

Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн

Кăçалхипе  23-мĕш хут иртекен  «Ачалăх ячĕпе,  ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ 6 миллион ытла тенкĕ пухнă.

Августăн 16-мĕшĕнче Шупашкар  хулинчи  «Малютка» ача çуртĕнче марафона пĕтĕм-летнĕ.  Çак ятпа йĕркеленĕ уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев,  ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов,  ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Кислов тата  ыттисем хутшăннă.

«Çыннăн хăйĕн вăйĕ çитмесен ăна ыттисем пулăшаççĕ. Чăваш халăхĕн çакнашкал ырă йăла пур.  Юлашки пилĕк çулта «Ачалăх ячĕпе,  ачалăхшăн» марафон 40 миллион ытла тенкĕ пухрĕ.  Кашни пус пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ача патне кайĕ.  Ырă çак ĕçе хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пынине палăртма уйрăмах кăмăллă.  Пурне те пысăк тав», — тенĕ Юрий Васильев. Вăл ырă кăмăллă çынсене çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятĕнчен тав тунă.

«Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн  Чăваш  Енри регион уйрăмĕн ертÿçи Елена Ярославцева пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи марафона Шупашкарти «3-мĕш стройтрест» акционерсен пĕрлĕхĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, Чăвашпотребсоюз,  «Автофургон» предприяти  уйрăмах  пысăк тÿпе хывнă.  Уявра пухмача нумай укçа хунă «3-мĕш стройтрестăн» генеральнăй директорне Валерий Семенова «Ачалăх меценачĕ» медальпе чысланă.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона районта пурăнакансем те çулсерен хастар хутшăнаççĕ.  Эпир кăçал пухмача 165401,75 тенкĕ хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *