НАРКОМАНИ çинчен сăмах пуçарсанах çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Героин, кокаин ятлă наркотиксене аса илсе пуçа та ыраттарас килмест. Анчах та нумайăшĕ шăпах хăйсен савăнăçне — пуласлăхне тесен те йăнăш пулмĕ — «шурă вилĕмре» кураççĕ. Çак хăрушла çул çине çамрăксем ытларах ура ярса пусни пирки час-часах илтетпĕр. Наркомани «алли» пурне те хытă хĕстерсе тытать, унран хăтăлма çав тери йывăр. Яшсемпе хĕрсене ирĕксĕрлесех шурă порошок тутантарни çинчен те пĕрре мар илтнĕ.
Çын пурнăçне аркатакан наркотика кам шутласа кăларнă-ши? Мĕншĕн ăна нимĕнле чĕр чун та мар, шăпах калаçма, ĕçлеме пĕлекен этемĕн тутанса пăхмалла пулнă-ши? Халь тин кун пирки пуçа ватни те усăсăр. Çăмăлттайла хăтланса, малашлăх çинчен шухăшламасăр ку çула суйласа çĕр çинче мĕн чухлĕ çын асапланать-тĕр, тата мĕн чухлĕн пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Вĕсен шучĕ те çук пулĕ, мĕншĕн тесен наркотиксемпе чирлекенсен тĕрĕс хисепне палăртма май çук-çке. Вĕсен шучĕ вара, шел те, çулсеренех ÿсет.
Ялтан хулана кайнă яш-кĕрĕмпе хĕр упраç та наркомани çулне суйлани тĕлĕнтерет. Ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчи хÿтлĕхри ачасем ирĕклĕхе туйса илсе йăнăшаççĕ ахăр. Пĕрре тутанса пăхаççĕ те, наркотике килĕштерсе пăрахаççĕ. Малалла вара нимĕн ыррине те кĕтмелли çук, чир шалтан шала кайса пырать. Ĕмĕтпе пурăнакан çамрăк малашлăх çине алă сулать. Уншăн канăç кÿрекен «дозăна» мĕнле те пулин тупасси, ăссăрланасси малти вырăна тухать. Хулара ăс пухакан студентсенчен хăшĕ-пĕри наркотик ас тивсе курни пирки пытармасть. Чăн та, вĕсене юлташĕсем çак утăма тума хистенине пĕлтереççĕ. Наркăмăша тутансан пур йывăрлăх та хыçа юлать, чунра ырă-ырă туйăмсем çуралаççĕ имĕш.
Анчах, мĕнле йывăрлăха кĕрсе ÿксен те, наркотик енне туртăнар мар. Пур пăтăрмаха та çирĕп сывлăхпа çĕнтерме пулать. Наркотик тутанса кĕске вăхăтлăха çеç йывăрлăх çинчен манатăр. Çав вăхăтрах хăвăр пурнăçăра çухататăр. Наркотик кăна мар, эрех-сăра ĕçме, пирус туртма та васкар мар. Вĕсем — пурнăçа кĕскетекен наркăмăшсем. Этем çĕр çинче сывлăхпа утнă чухне çеç пурнăç илемне курса, туйса пурăнать.
А.АНТОНОВА.