Суббота, 20 апреля

Чикĕ ветеранĕсен форумĕ иртнĕ

Чикĕ ветеранĕсен форумĕ иртнĕ

Иртнĕ çулхи майăн 9-мĕшĕнче пограничниксен çарĕсем 100 çул тултарнине уявласа «От Ямала до Москвы» авточупу йĕркеленĕ.

Çак пархатарлă ĕçе Муравленко хулинчи ветеран-пограничниксем пуçарнă. Мускав хулине ялав илсе çитерме 4674 çухрăма парăнтарса 43 хулапа ял витĕр иртмелле пулнă. Пирĕн района чикĕ хуралçисем майăн 23-мĕшĕнче ялава илсе çитернĕ. Майăн 27-мĕшĕнче Мускава çитсе ялава Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин музейне ĕмĕрлĕх упрама парса хăварнă. Историе кĕрсе юлнă çак мероприяти хыççăн ветеран-пограничниксем кашни çулах тĕлпулусем ирттерме калаçса татăлнă.

Кăçал та нумаях пулмасть Пушкăртстан Республикинчи Акбердино ялĕ çывăхĕнчи «Ташлы» кану вырăнĕнче чикĕ ветеранĕсен регионсем хушшинчи форумĕ иртнĕ. Чăваш Республикин делегаци-йĕнче 7-ĕн пулнă, вĕсенчен виççĕшĕ — пирĕн районтан: Г.Н.Филиппов, Н.А.Юманов, П.В.Степанов. Çак форума пурĕ 11 регионтан 70 пограничник пуçтарăннă.

Конференцие уçма Р.Киреев генерал-майора шанса панă. Çавăн пекех Иглински районĕн пуçлăхĕ Н.Н.Самойленко, Пушкăртстан ветеран-пограничникĕсем сăмах илнĕ. Тĕрлĕрен мероприятисенче палăрнă пограничниксене медаль парса чысланă. Пирĕн районти Петр Вячеславович Степанов «За активную военно-патриотическую работу» медале илме тивĕç пулнă.

Аякран килнĕ хăнасене Пушкăрт патшалăх филармонийĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Конференци хыççăн хăнасем Уфари пограничниксен музейĕнче пулса курнă, Çĕнтерÿ паркĕнче пограничниксене асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă, моряксен, Салават Юлаевăн палăкĕ патне те                 çитнĕ.

Форумăн тĕп тĕллевĕ — çĕршыври пограничниксем хушшинчи туслăха çирĕплетесси, çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, сыхлама вĕрентесси. Хамăр районтан унта хутшăнма тивĕçлĕ пулнă пограничниксене çирĕп сывлăх сунатпăр, малашне те хăйсен хастарлăхĕпе пире савăнтарччăр.

П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *