Четверг, 25 апреля

Хальхи ăрушăн тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын

Хальхи ăрушăн тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын

Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Иван Семенович Любимов августăн 13-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.

Иван тете Аслă Çĕрпÿел          ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă пуçлансан ашшĕне фронта илсе кайнă. Амăшĕ тăватă ывăлпа тата пĕр хĕрпе юлнă.

Иван аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрманне те пайтах каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк каччă тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшнă.

1957 çулта Хирти Шăхасан хĕрĕпе Агния Степановна Автономовăпа çемье çавăрнă. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Иван Семенович «Красный Октябрь» колхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шоферта, юсав мастерскойĕнче вăй хунă.

Ĕçри  çитĕнÿсемшĕн Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн Иван тетене медаль парса чысланă. Ĕç ветеранĕ ята та тивĕçнĕ вăл.

Мăшăрĕ Агния мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Аслă Çĕрпÿел участок больницинче санитаркăра тăрăшнă. Шел пулин те, вăл йывăр чире пула пиртен уйрăлса кайрĕ.

Паянхи кун ăшпиллĕ те тарават асатте-кукаçие 7 мăнук тата вĕсен 6 ачи куç тулли савăнтараççĕ.

Иван Семеновича 90 çул тултарнă ятпа Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев, район админи-страцийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан Валерий Петрович Голыев, çывăх тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç. Валерий Петрович Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ, парнепе чысларĕ.

«Иван Семенович, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăхăр ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килĕрте килĕшÿ хуçалантăр», — терĕ Геннадий Герольдович ватăна саламласа.

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ватă çын хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, хăйне хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.

А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *