Пятница, 27 января

Ултавçăсен аллине лекнĕ

Ултавçăсен аллине лекнĕ

Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан  55 çулхи хĕрарăм  ултавçăсен аллине çакланнă.

Вăл  каласа панă тăрăх,  Интернетра кĕпе-йĕм çăвакан машинăна сутасси пирки пĕлтерÿ панă.  Пĕр кун маларах ун патне палламан çын шăнкăравланă,  машинăна туянас кăмăллă пек пулса укçа-тенке карта çине куçарма шантарса реквизичĕсене ыйтнă.  Кăшт вăхăт иртсен çав çын карта çине укçа куçарайманнине пĕлтерсе ытти картăсен реквизичĕсене те ыйтнă.  Хĕрарăм пур информацие те пĕлтерсе 63 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.

38 çулхи Шупашкар çынни те ултав-çăсен серепине лекнĕ.  Ун патне шăнкăравланă арçын хăйне банк ĕçченĕ пек паллаштарса бонуссем выляса илнине пĕлтернĕ. Арçын нумай шухăшласа тăман,  реквизичĕсене пĕлтернĕ,  39 пин тенкĕ ултавçă аллине куçнă.

Уголовлă  ĕç пуçарма палăртнă,  преступниксене шыраççĕ. Ултав серепине лекессинчен сыхланма ыйтса мĕн чухлĕ çыраççĕ, асăрхаттараççĕ. Апла пулин те, çав-çавах «шăнман пăр çине» ларакансем пур. Асăрхаттаратпăр! Ултавçăсене ан ĕненĕр!  Палламан, пĕлмен çынсене нихăçан та  банк карттин реквизичĕсене  ан калăр! Вăл вăрттăнлăхра пулмалла.

Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *