Пятница, 19 апреля

Техника кĕрлет уйра, ĕç вĕрет хуçалăхра

Техника кĕрлет уйра, ĕç вĕрет хуçалăхра

Çĕр ĕçченĕн пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкĕресси, пысăк тухăç илесси çанталăкран чылай килет. Кунĕ-кунĕпе çумăр чашлаттарнă чухне, паллах, техникăна хире кăларма çук. Уяр кунсем пуçлансан вара уйсем-хирсем самантрах «чĕрĕлеççĕ», трактор-комбайн шавĕпе тулаççĕ. Районти хуçалăхсем çанталăк аван пулнипе усă курса вырмара тар тăкаççĕ, утă-улăм хатĕрлеççĕ.

Çак кунсенче «Дружба» ЯХПКна çитсе хуçалăхăн ĕçĕсем мĕнле пынипе вырăнта паллашрăмăр, уя тухса вĕçсĕр-хĕрсĕр тырă пуссисене курса килентĕмĕр. Хуçалăх кăçал пурĕ 1070 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ. Халĕ ăшă çилпе хумханса ларакан «сарă ылтăн» тинĕсĕсенче уй-хир карапĕсем — комбайнсем мăнаçлăн  ярăнаççĕ.

— Вырмана эпир районта чи малтисенчен пĕрисем — июлĕн 25-мĕшĕнче тухрăмăр. Паянхи кун тĕлне пурĕ 250 гектар çинчи тырра пуçтарса кĕртнĕ, çав шутра 50 гектар — кĕрхи тулă, 150 гектар — урпа, 50 гектар — сĕлĕ. Хальлĕхе кашни гектартан вăтамран 30 центнер ытларах тухăç тухать. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен лайăхрах, çанă тавăрса ĕçлетпĕр, лайăх çитĕннĕ тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртни паха, — паллаштарать лару-тăрупа хуçалăх ертÿçи Ремис Мансуров.

Сĕлĕ уйĕнче «Vector 410» комбайнпа Евгений Долгов ĕçлет. Кунне 50—60 тонна тырă çапать вăл. Рифкать Халитов çапнă тырра турттарса тăрать. Урпа уйĕ те çилпе илемлĕн хумханса ларать. Çывăх вăхăтрах кунта та вырма ĕçĕсем пуçласса палăртрĕ «Дружба» ЯХПК председателĕ.

Хиртен пуçтарса кĕртнĕ тырра йĕтем çинче виçеççĕ, тасатаççĕ, типĕтеççĕ. Кунта Ираида Орлова весовщица, Рафизик Ялаков, Рамис Ялаков сортировщиксем, Елена Корнилова, Фидания Ялакова, Гельнезия Тазетдинова, Антонина Семенова вăй хураççĕ. 

Çу кунĕ çулталăк тăрантарнине асра тытса выльăх апачĕ те çителĕклĕ ха-тĕрлеме тăрăшаççĕ хуçалăхра вăй хуракансем. Хальхи вăхăтра люцернăна иккĕмĕш хут çулаççĕ. Çак ĕçре Ранис Ялаков тата «Сюрбеево» ОООран пулăшма килнĕ Дмитрий Северов тăрăшаççĕ.

— Утă çулма тухма çанталăк уяртасса кĕтсе тăтăмăр. 100 гектар çинчи люцернăна çулнă та ĕнтĕ халь, тата нумаях  юлман. Çанталăк çакăн пекех уяр тăрсан утта вăр-вар типĕтсе кĕртме пултарăпăр, — паллаштарать ĕçсемпе тĕп агроном Андриян Яковлев.

Тепĕр уя çитсен те ĕç шавĕ таçтанах илтĕнчĕ. Нумай çул трактористра ĕçлекен Павел Долгов улăма пресласа пырать. Гузель Феткуллинан бригади тюксене машина çине тиесе ăсатать. Борис Иванов, Валерий Комиссаров, Альсим Абдуляхатов водительсен те хĕрÿ тапхăрта пĕр самант та ларса канма вăхăт çук.

Ĕçченсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Фения Тазетдинова повар хăйĕн ĕçне пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлать, уй-хирте тăрăшакансене куллен тутлă апатпа сăйлать. Хырăм тутă чухне ĕç те кал-кал пырать-çке. 

Вырма тапхăрĕнче ĕçсене вăхăтра туса ĕлкĕрни темрен те паха. Çавна май хуçалăхсем пĕр-пĕрне тĕрлĕ ĕçре пулăшма тăрăшаççĕ. «Дружба» ЯХПКн техника паркĕ пуян, ĕçлекенсем çителĕклĕ, çавăнпа та вĕсем çывăхри хуçалăхсене яланах пулăшма хавас. Акă, хальхи вăхăтра Василий Долгов комбайнер — «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче,  Александр Константиновпа Фенис Тазетдинов — «Дубовка» ОООра, Николай Казаков Канаш районĕнчи пĕр хуçалăхра вăй хураççĕ.

— Ĕçченсем маттур та тăрăшуллă. Çамрăксем чылайăн ĕçлеççĕ пирĕн. Сăмахран, Александр Мясников, Алексей Павлов, Ранис Ялаков çамрăк механизаторсем пур енĕпе те ĕлкĕрме тăрăшаççĕ, аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Кун пек тухăлă ĕçлеме, малалла аталанма пулать, — уçать шухăшне Ремис Мансурович. 

Чăнах та, çурла уйăхĕ — ял хуçалă-хĕнче тăрăшакансемшĕн хĕрÿ, ĕç вĕресе çеç тăракан тапхăр. Ĕç çыннин ларса канма та вăхăт çук, иртен пуçласа каçчен вăл хиртен кĕме те пĕлмест. «Дружба» ЯХПКра тата районти пур хуçалăхсенче ĕçлекенсене те вырмана вăхăтра вĕçлеме,  пÿлмесене пуян тухăçпа тултарма сунас килет.

Ремис МАНСУРОВ: «Хуçалăхра чăвашĕ те, тутарĕ те пĕрле  килĕштерсе вăй хураççĕ».

               Н.КАЛАШНИКОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *