Вторник, 23 апреля

Сапожниковсен ячĕпе – турнир

Сапожниковсен ячĕпе – турнир

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн тĕп стадионĕнче çак ялта çуралнă йĕкĕреш Алексейпе Андрей Сапожниковсене /04.10.1969 — 11.08.1996 ç.ç./ асăнса çамрăксем хушшинче футбол турнирĕ иртрĕ. Унта спортăн çак тĕсне кăмăллакансем йышлăн хутшăнчĕç.

Йĕкĕрешсен ашшĕ, Порфирий Алексеевич, тăван хуçалăхра ĕмĕр тăршшĕпех механизаторта ĕçленĕ, ăста комбайнер пулнă, унăн ячĕ районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна Октябрь Революцийĕ тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем парса чысланă.

Алексейпе Андрей те çамрăкранах ашшĕпе юнашар ĕçлесе тракторист-комбайнер вăрттăнлăхĕсене вĕренчĕç, ырă ят çĕнсе илчĕç. Анчах та 1996 çулхи августăн 11-мĕшĕнче тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра вĕсен пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ.

Турнира пурĕ 4 команда хутшăнчĕ: Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи икĕ команда, Патăрьел районĕнчи Тĕреньел тата Хирти Сĕнтĕр ялĕсен командисем.

Хĕрÿ тупăшура Кубокпа хаклă парнене — такана — Тĕреньел футболисчĕсем çĕнсе илчĕç, иккĕмĕш вырăна — Хирти Сĕнтĕр команди, виççĕмĕш вырăна Çĕрпÿелсем /аслисен ушкăнĕ/ тухрĕç.

Мала тухнă командăсене Кубокпа Хисеп грамотисем, кашни футболиста асăнмалăх медаль парса чысларĕç.

Аслă Çĕрпÿел ял администрацийĕ спонсорсене — Сапожниковсен çемйисене, аппăшне  Людмила Порфирьевна Истоминана, çавăн пекех турнира çÿллĕ шайра ирттерсе яма пулăшнă ял çамрăкĕсене, уйрăмах Дмитрий Кашкарова, Павел Романова, Алексей Ильина, Олег Кашкарова тата спорт ветеранне Сергей Соколова тав тăвать.

Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн сайтĕнчен.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *