Четверг, 9 февраля

Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан тыл ĕҫченне Любимов Иван Семеновича 90 çул тултарнă ятпа саламларĕҫ

Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан тыл ĕҫченне Любимов Иван Семеновича 90 çул тултарнă ятпа саламларĕҫ

Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Любимов Иван Семенович ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.

Иван тете Аслă Ҫĕрпӳел ялĕнче ҫуралса ÿснĕ. Вăрҫă пуҫлансан ашшĕне вăрҫа илсе кайнă. Амăшĕ тăватă ывăлпа пĕр хĕрпе юлать.

Иван аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрманне те пайтах каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк каччă тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă.

1957 çулта Хирти Шăхасан хĕрĕпе Автономова Агния Степановнăпа çемье çавăрса икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстерсе пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă.

Иван Семенович «Красный Октябрь» колхозра мĕн пенсийе тухичченех шоферта, юсав мастерскойĕнче вăй хунă.

Ĕçри ҫитĕнӳсемшĕн хисеп грамотисемпе парнесене тивĕҫнĕ. Вăрҫă вăхăтĕнче хастар ĕҫленĕшĕн Иван тетене медаль парса чысланă. Ĕҫ ветеранĕ ята та тивĕҫнĕ вăл.

Мăшăрĕх Агния мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Аслă Ҫĕрпӳел участок больницинче санитаркăра тăрăшнă. Шел пулин те йывăр чире пула пиртен уйрăлса кайрĕ.

Паянхи кун ăшпиллĕ те тарават асатте-кукаҫине 7 мăнук тата вĕсен 6 ачи куç тулли савăнтараççĕ.

Иван Семеновича 90 çул тултарнă ятпа Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев, Комсомольски район администрацийĕн вĕрентӳ пайĕн пуҫлăхĕн ĕҫĕсене туса пыракан Валерий Петрович Голыев, ҫывăх тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç. Валерий Петрович Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ, парнепе чысларĕ.

«Иван Семенович, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килĕрте килĕшÿ хуçалантăр», — терĕ Геннадий Герольдович ватăна саламласа.

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ватă çын хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, хăйне хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *