
Çĕнĕ Кипеçри культура çуртне тĕпрен юсама тытăннă. Проектпа килĕшÿллĕн 4 млн ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттермелле. Культура çурчĕн çивиттине, чÿречисене, алăкĕсене улăштармалла, урайне, маччине çĕнетмелле. Хальлĕхе ĕçченсем çуртăн çивиттине улăштарнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, çитес вăхăтра культура çурчĕ тĕпрен улшăнса çĕнелмелле. Çакна ялта пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.