Суббота, 20 апреля

Халăх çыравĕ умĕн

Халăх çыравĕ умĕн

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕсенчен пĕри. Вăл — халăхсен тата нацисен шучĕ, йышĕ, вĕсен демографийĕ, социаллă пурнăçĕпе экономики çинчен пĕлмелли тĕп çăлкуç.
Юлашки çыравранпа 10 çул иртрĕ. Ку тапхăрта çĕнĕ ăру çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăчĕ. Общество та улшăнчĕ, вăл паян мĕнлине эпир сахал пĕлетпĕр. Саккунпа халăх çыравне вунă çулта пĕрре ирттерме палăртнă. Çитес çырав 2020 çулхи октябрьте пулать.
Вăл ытти çулхисенчен вуçех урăхла, çĕнĕлле йĕркеленĕ. Хальхи саманари тĕрлĕ майсемпе усă курнăран халăха унта хутшăнма меллĕ пулĕ. Килте куллен тĕл пулма май çуккисем е çыравçăсене хăйсем патне хваттере, çурта кĕртес мар текенсем Интернет тытăмĕпе усă курса Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче электронлă çырав листисене хăйсем тултарма пултараççĕ. Унсăр пуçне, халăхран ыйтса çырнă чухне планшетлă компьютерсемпе тата смартфонсемпе усă кураççĕ. Капла анкетăри цифрăсем тÿрех тĕрĕсленеççĕ. Ку вара халăх çыравне хăвăртрах пĕтĕмлетме пулăшать.
Енчен те техникăпа тĕрлĕ сăлтавсене пула усă курма май килмесен /çĕмĕрĕлсен е программа вăхăтлăха ĕçлеме пăрахсан/ хут бланксем çинех çыраççĕ. Техникăпа анлăрах усă курма пуçланăран вĕсен тиражне чакарма палăртнă.
Чăваш Республикинче, Раççейри пĕтĕм регионсенчи пекех, халăх çыравне ирттерме хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе Патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органĕ /Чăвашстат/ влаçăн ĕç тăвакан тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле, районсемпе хуласенче çыравçăсене вăхăтлăх ĕçе илсе пурнăçлать.
Паллах, çынсем пурăнакан тата пурăнма пултаракан çуртсен адресĕсен тулли списокне тумасан пĕтĕм халăха çырава хутшăнтарнă теме çук. 2019 çулта çавăн пек списока тăвасси — тĕп ĕç. Паллах, 2010 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче шута илнĕ çуртсен адресĕсемпе усă ку-раççĕ, вĕсене халĕ çĕнетмелле.
Кăçалхи август уйăхĕнче республикăри кашни ялпа хула, поселок тăрăх вăхăтлăх ĕçе илнĕ 500 регистратор утса тухĕ. Вĕсен иртнĕ çыравра шута илнĕ кашни çурт пуррипе çуккине, адресне тĕрĕслемелле. Çавăн пекех, çĕнĕрен туса лартнисене, пăснисене, çунса кайнисене палăртмалла, вĕсем пирки реестра улшăнусем кĕртмелле. Çапла майпа çуртсен адресĕсен çĕнĕ списокĕ йĕркеленет. Килес çул çыравçăсем çав хăйнеевĕр «маршрутпа» çула тухĕç.
Унсăр пуçне, регистраторсен уйрăм çуртсен е нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсен номерне палăртакан табличкăсем пуррине пăхмалла, урамсенче çутă çителĕклине те сăнамалла. Енчен те çитменлĕхсем тупса палăртсан, вĕсем çинчен тÿрех вырăнти администрацисене мерăсем йышăнма пĕлтереççĕ. Пĕр çурт та, пĕр урам та, халăх пурăнакан пĕр вырăн та регистраторсен вичкĕн куçĕсенчен пытанса юлмĕ.
Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕ-сем чылай ыйтусем çине хурав тупма май парĕç. Вĕсемпе паян пурăнакансем çеç мар, çитес ăрусем те усă курĕç, вăл вĕсемшĕн те интереслĕ пулĕ. Çырав кăтартăвĕсем чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ тата хаклă. Вĕсене урăх нимĕнле сăнавсенчен те илейместĕн. Халăх йышне административлă майпа тĕпчени те унпа танлашаймасть.
Чăвашстат паян районсен хăшпĕр характеристикипе паллаштарма пултарать. Калăпăр, 2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче Комсомольски районĕнче 27,0 пин çынна шута илнĕ. Чăвашстат асăрханă тăрăх, районта пурăнакансен йышĕ чакать. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2,3 пин çын сахалрах шутланнă ?пĕтĕмпе 24,6 пин çын пурăнать/.
2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, районта хĕрарăмсем арçынсенчен ытларах пулни палăрать ?50,9 процент хĕрарăмсем, 49,1 процент ар-çынсем/. 80-мĕш çулсенчи паллă юрăри «мĕншĕн тесен 10 хĕрача пуçне, статистика тăрăх, 9 арçын ача» тени чăна тухать, шута ярать тата общество умне çивĕч ыйтусем кăларса тăратать.
Халăх çыравĕ кăна хăш вырăнта мĕнле наци çынни пурăннине туллин те тĕрĕс çутатать. Комсомольски районĕнче чи йышлă халăх — чăваш /районта пурăнакансенчен 67,5 проценчĕ/. Иккĕмĕш вырăнта — тутарсем /27,4 процент/.
Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсенче уйрăм кил хуçалăх шучĕ тĕп вырăнта тесен те юрать. Унпа час-часах тĕрлĕ çĕрте усă кураççĕ. «Уйрăм кил хуçалăхĕ» тени ниме те пĕлтермест пек, анчах вăл «çемье» пĕлтерĕшĕнчен анлăрах. Тăванлăх сыпăкĕсене, вĕсен хушшинчи йăлари хутшăнусене палăртать. Калăпăр, Комсомольски районĕнче Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕ-вĕсем тăрăх 8,4 пин уйрăм кил хуçалăхĕ шутланнă. Вĕсенче пурăнакансен вăтам йышĕ 3,2 çын, ку вара республика кăтартăвĕнчен пысăкрах ?2,6 çын/.
Комсомольски тăрăхĕнче уйрăм кил хуçалăхĕнче пурăнакансенчен 18 çултан кĕçĕнреххисем нумаййине палăртма кăмăллă. Ку кăтарту пĕтĕм республикăринчен пысăкрах. Тĕслĕхрен, республикипе илсен, ытларах кил хуçалăхĕнче 1 ача шутланать /62,5 процент/. Комсомольски тăрăхĕнче вара икшер е ытларах ачаллă çемьесем пурăнаççĕ /53,1 процент/.
Демографи тата социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшĕнчен патшалăхпа общество ыйтнине тĕрĕс хыпарпа тивĕçтерес тĕллевпе халăх çыравĕн хучĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Калăпăр, кулленхи пурнăçра вырăс тата ытти халăхсен чĕлхисемпе усă курнине ыйтаççĕ.
Экономикăри хальхи лару-тăрура тупăш çăлкуçĕ пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Ĕç укçи калăпăшĕ пирки ыйтмаççĕ çыравра, тивĕçлĕ шайра пурăнма май паракан тупăш çăлкуçĕ çинчен сăмах пырать. Паллах, «хăй тĕллĕн ĕçлекен» пай пирки уйрăм калаçу. Ăна çынсене тара тытса ĕçлеттермен тата налук службисенче предприниматель пек регистрациленмен, анчах тĕрлĕ çĕрте ĕç укçи илекенсем хуравлаççĕ.
Çынсен ĕç пурри тата ĕçсĕр тăрса юлнисем пирки пĕлни миграци калăпăшне е халăх куçса çÿренине уçăмлăн кăтартать. Паллах, ĕç рынокĕнче ăçта кам ытларах кирлине, халăх çавăнталла куçнине те палăртать. Ку тĕлĕшпе халăх çыравĕн хучĕсенче уйрăм ыйтусем пур.
Паянхи пурнăçра кашни çын хăй тĕллĕн, хăйне кирлĕ пек ĕç тупма пултарать. «Дистанци» мелĕпе ĕçлесси пурнăçа кĕрсе пырать. Çынсем килтен тухмасăрах, йĕркене кĕнĕ пек ĕçе каймасăрах, тупăш паракан мел тупаççĕ.
Çавăнпа пĕрлех, çыравçăсем кашни çын пурăнакан вырăнта регистрациленни пирки те ыйтаççĕ. Ку вара ялан пурăнакансемпе регистрацире çеç тăракансен йышне, вĕсем хушшинчи уйрăмлăха палăртма май парать. Çыравсем хушшинчи тапхăрта халăхсен шутне тата вĕсен йышне пĕлме çав кăтартусемпех усă кураççĕ.
Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем нумай çул официаллă кăтартусем шутланĕç. Вĕсемпе усă курса вĕренÿ, сывлăха сыхлас, пурăнмалли çуртсем тăвас, агропромышленность комплексне малалла аталантарас тĕлĕшпе паян пурнăçламалли наци проекчĕсем çуралĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *