Вторник, 23 апреля

Эрех-сăра, пирус сутмаççĕ-и?

Эрех-сăра, пирус сутмаççĕ-и?

Паянхи  кун районта 21 ăнăçсăр çемье. Вĕсенче  çул  çитмен 39 ача çитĕнет. Тата «йывăр» 15  ача учетра тăрать. Çавна май вĕсене куллен сăнаса тăмалла.

Акă, июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа августăн 4-мĕшĕччен районта «Подросток.  Лето.  Алкоголь.  Табак» операци иртрĕ. Çавна май эпир,  йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, рейдсем йĕркелерĕмĕр.  Ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан çемьесенче,  вĕсенче çитĕнекен ачасемпе тата «йывăр» ачасемпе уйрăммăн курнăçрăмăр, профилактика калаçăвĕсем  ирттертĕмĕр.  Рейдсем  вăхăтĕнче ачисене тивĕçлĕ  пăхман 1 çемьене тупса палăртса административлă протокол çыртăмăр. Каçхине 23.00 сехет хыççăн урамра çÿрекен 8 ачана тĕл пулса асăрхаттарнă.

Лавккасенче е ытти суту-илÿ точкисенче пулнă май çул çитменнисене алкоголь продукцийĕ,  табак сутнине те тĕрĕслесех тăратпăр. Сутуçăсем  çул çитмен çамрăксене эрех-сăра, пирус сутма юраманнине лайăх пĕлеççĕ пулĕ тетĕп. Саккуна пăссассăн вара явап тытма тиветех.

 

Р.ЖУКОВА,

инспектор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *