Суббота, 20 апреля

Палламан «хăнасемпе» çийĕнчех кĕрешмелле

Палламан «хăнасемпе» çийĕнчех кĕрешмелле

Çимĕç йывăççисене «çунтаракан» чир (ожог плодовых деревьев) тапăннă пирки Ульяновск облаçĕнчи Карсун районĕнче чан! çапаççĕ. 928,9 гектар лаптăка карантина илнĕ. Чăн та, çулăм хĕлхемĕ ĕнтнĕ пек хăш-пĕр пахчара  пĕтĕм çимĕç йывăççи хуралса   ларнă.

Йывăç-тĕмсен чечекĕсем, çулçисем хуралса ларни тата пĕтĕрĕнсе пĕтни — чирĕн пĕрремĕш паллисем. Вĕсем чĕрĕ мар ĕнтĕ, çапах татăлса ÿкмеççĕ-ха. Çамрăк хунавсем хăмăрланса лараççĕ. Йывăç вуллисен тата турачĕсен хупписем çинче хĕрлĕрех е хăмăр вырăнсем пулса каяççĕ. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче улма-çырла ÿсме пăрахать, тĕссĕрленет, пĕркеленет, çакнашкалах туратсем çинче çакăнса тăрать вара. Сад-пахчара çак паллăсене асăрхасан Россельхознадзора пĕлтерме васкăр. Çийĕнчех чирпе кĕрешме тытăнмаллине кашни пахчаçă ăнланать.

Ку амак Чăваш Енре палăрман. Çапах кунта килсе ерес хăрушлăх çук тесе никам та çирĕплетеймĕ. Сыхланнине ним те çитмест, паллах. Çак тĕллевпе Россельхознадзор специалисчĕсем кашни çулах садсенче, вăрмансенче, уйсенче ятарлă серепесем ларатаççĕ.

Вĕсене лабораторире тĕпченĕ хыççăн, сăмахран,  республикăра çĕрулмин нематодинчен хăтăлса пĕтменнине пĕлтĕмĕр. Пĕтĕмлетÿ ĕçĕсем пыраççĕ кăна-ха, çапах Куславкка тата Муркаш районĕсенче ку амак пурри пирки халех калама пулать.

Нумаях пулмасть акă пĕр теплица хуçалăхĕнче серепене помидорсене тапăнакан Кăнтăр Америка кĕвви (южноамериканская томатная моль) лекни пирки лабораторирен хыпар çитрĕ. Тĕлĕннĕ унта, çийĕнчех тепĕр хутчен тĕпчев ирттернĕ. Телее, урăх кунашкал сăтăрçă серепере пулман. Тĕлĕнмесĕр, теплицăсенче сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă ересрен ятарласа тĕрлĕ нăрă ÿстереççĕ: сăмахран, макролофус, амблисейус, фитосейулюс, афидиус, ориус тата ытти ĕçсем ирттереççĕ.

Сăтăрçăсем пирки сăмах тапратнă май чечексене çунтарни аса килет. Куçа илĕртекен илеме тĕп тума çав тери шел те, анчах вĕсене сиен кÿрекен нăрă тапăннă-çке. Кашни çулах тенĕ пек  çеçкесенче Анăç (Калифорни) чечек трипсĕ текен сăтăрçа тупса палăртаççĕ. Унран хăтăлма чăн та йывăр. Çавăнпа               та ытти чечеке тапăниччен партипех çунтараççĕ. Кăçал трипса Тутарстанран илсе                         килнĕ спатифиллум чечекре асăрханă.

Çимĕç йывăççисем, улма-çырла, пахча çимĕç, чечексем çинче палламан хурт-кăпшанкă курсан специалистсене пĕлтерме ан манăр. Çийĕнчех кĕрешме тытăнăпăр — хăвăртрах тĕп тăвăпăр!

 

Н.ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *