Пятница, 13 декабря

Мăнтăрланни – тĕрлĕ чир-чĕр палли

Мăнтăрланни – тĕрлĕ чир-чĕр палли

Юлашки çулсенче мăнтăр çынсен шучĕ  ÿссех пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн пĕрлешĕвĕсен кăтартăвĕсем тăрăх,  çакна анлă сарăлнă эпидемипе танлаштарма пулать.  Ытлашши мăнтăрланни мĕнле чир-чĕр патне илсе çитерни çинчен республикăри медицина профилактикин сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕпе Елена Егоровăпа калаçнă.

— Елена Михайловна,  республикăра та самăр çынсен шучĕ чылай-и;

— Роспотребнадзор кăтартăвĕсем тăрăх,  юлашки пилĕк çулта çĕршывра тулли çынсен шучĕ чылай ÿснĕ.  Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх,  республикăри çынсен 44 проценчĕн кĕлетке виçи палăртнă нормăран иртет.

— Ытлашши тулнин уйрăм сăлтавĕсене те палăртма пулать пулĕ;

— Кун патне илсе çитерекен сăлтав нумай. Çакă чи малтан генетикăпа çыхăннă,  йăхран куçакан хăйне евĕр çитменлĕх те вăл.  Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ самăр пулсан ытларах чухне ачисем те тулли кĕлеткеллĕ çитĕнеççĕ. Тепĕр енчен,  эндокрин тытăмĕн тĕрлĕ чирĕ те ытлашши ÿт хуштарать.  Çапах та мăнтăрланасси  çын пурнăç йĕркине мĕнле пăхăннинчен нумай килет.

Наукăпа техника прогресĕ çынсен пурнăçне çăмăллатсах пырать. Канлĕх, çăмăллăх кÿрет.  Хускалас йăла вара чаксах пырать.  Унччен çынсен çемьене тăрантарас тесе иртен пуçласа каçчен тар юхтарса ĕçлеме тивнĕ.  Халĕ вара этем вырăнне кĕпе-йĕме те машина çăвать,  урайне пылесос тасатать.  Çуран та сахал çÿретпĕр.  Ытларахăшĕ ĕçе автомашинăпа кайса килет.  Чыла-йăшĕ  ĕç кунне компьютер умĕнче ирттерет.  Канмалли кунсенче те халăх ытларах телевизор              умĕнче ларать.

Хальхи вăхăтра апат рационĕ те питĕ улшăнчĕ, унта ÿсен-тăран клетчатки сахал.  Консервланă,  рафинадланă апат-çимĕç вара — нумай.  Çынсем транс-çусем,  апат тутине улăштаракан техĕмлĕхсем,  консервантсем хушса хатĕрленĕ  апат-çимĕçе ытларах çиеççĕ.  Çаксем вара пĕтĕмпех кĕлетке виçине ÿстереççĕ,  мăнтăрлатаççĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла, енчен те çын тĕрĕс апатланма тăрăшать,  анчах хускану сахал тăвать пулсан,  кĕлетке виçи çав-çавах хутшăнса пырать,  мĕншĕн тесен вăй хурса ĕçлемен пирки апат организмра ирĕлсе пĕтмест,  çăва куçать.

— Кĕлетке виçи ытлашши пулни мĕнле йывăрлăхсем патне илсе çитерме пултарать-ха;

— Кĕлеткен ытлашши виçине пула чи малтан чĕрепе юн тымарĕсем шар кураççĕ.  Чĕре этем организмĕнче юна хăвалать,  вăл кĕлеткен вăтам виçипе ĕçлеме хăнăхнă.  Ытлашши килограмсем вара унăн тивĕçне йывăрлатаççĕ.  Унсăр пуçне самăр çынсен хырăмра çу пухăнать,  çакă вара чĕре картине çÿлелле çĕклеттерсе ун çине пусарать.  Çавăн пекех çу чĕре картинче те, чĕре тĕртĕмĕсем хушшине те пухăнать.  Çаксем пĕтĕмпех чĕре ĕçне йывăрлатаççĕ.

Самăр çынсен кĕлеткинче çу пухăннисĕр пуçне организмри çу ылмашăвĕ те пăсăлать, çапла майпа атеросклероз аталанать.  Тулли кĕлеткеллисем юн пусăмĕ пысăккипе тата чĕре чирĕсемпе аптрама тытăнаççĕ.  Çаксем вара час-часах инфаркт е инсульт патне илсе çитереççĕ.

Мăнтăррисен ытти органĕ те хавшать.  Вĕсен час-часах пĕвер,  хырăмай парĕн чирĕсем аталанаççĕ.  Ытлашши çу хырăмра пыршăлăха пусать,  апата куçма йывăрлатать.  Çакна пулах апат япăх ирĕлет,  усал сывлăш пуçтарăнать.  Сывлăшпа тулса ларнă пыршăлăх çаккисем хырăм çинчи тĕртĕмсене пусараççĕ,  çавна май вĕсене вăйсăрлатаççĕ. Çак сăлтавпах хырăм пысăкланса,  усăнса тăма тытăнать.  Тĕреклĕ çынсем тула йĕркеллĕ тухайманнипе те час-часах асапланаççĕ.

— Кĕлеткери ытлашши килограмсем тата хăш енчен сиенлĕ;

— Самăр çынсен шăмă сыпписем те,  çурăм шăмми те хушма тиев йышăнать,  майĕпен ыратма пуçлать.  Тулли кĕлеткеллĕ çынна утма та йывăрланса пырать.  Апата яланхи чухлех çинĕрен,  сахал утнăран кĕлетке виçи татах та ÿсет.  Мăнтăрлăхпа сахăр диабечĕ хушшинче тачă çыхăну пуррине те тупса палăртнă.  Сахăр пысăккипе аптăракансен 80 проценчĕ — тулли кĕлеткеллĕ.  Çавăн пекех ытлашши мăнтăр пулни усал шыçă  аталанас хăрушлăха ÿстерет.

— Елена Михайловна,  юлашкинчен мĕн сĕнетĕр хаçат вулакансене;

— Чи малтанах кирек мĕнле чиртен те сыхланма тăрăшмалла,  ăна пуçланса кайма, аталанма  памалла мар.  Ĕлĕкренех «хускану — пурнăç» тенĕ.  Кунсерен хускану туни çынна сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă та вăйлă пулма пулăшнине ăнланнă.  Май пулсан ĕçе çуран çÿреме тăрăшмалла.  Ирхине яланах гимнастика тумалла.  Пĕлсе çимелле,  сывлама йывăрланиччен мар.  Пĕчĕк порцисемпе,  кунне 4—5 хутчен апатланмалла.  Менюра усăллă çимĕçсене усă курмалла.

«Енчен те çынсем хырăм выçсан кăна апатлансан,  таса,  усăллă çимĕçсемпе кăна сăйлансан,  вĕсем нихăçан та нимĕнле чир-чĕр çинчен те пĕлмен пулĕччĕç», — тенĕ Лев Толстой. Тĕрĕс сăмахсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *