
Иртнĕ эрнере республикăра ĕç коллективĕсен 6-мĕш спартакиади иртрĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансем алă вăйне виçсе, кире пуканĕ йăтса, çуран чупса, канат туртса, ишсе, шахматла, сĕтел çи теннисла, баскетболла выляса тупăшрĕç. Кире пуканĕ йăтакан хĕрарăмсем хушшинче Галина Волкова 2-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Комсомольски районĕн команди вара 6-мĕш вырăна тухрĕ.
Район чысне Галина Волкова, Василий Голландцев, Геннадий Рубцов хÿтĕленĕ.
П.ПОРЯДКОВ.