Пятница, 19 апреля

Ача канăвĕ мĕнле иртет-ши?

Иртнĕ эрнере районти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр специалисчĕсемпе «Молодая гвардия» волонтерĕсем «Сирĕн ачасем ăçта пулнине пĕлетĕр-и?» акци йĕркелерĕç. Унăн тĕллевĕ — çуллахи вăхăтра çул çитмен çамрăксен канăвне епле иртнине сăнаса тăрасси тата ашшĕ-амăшне тимлĕрех пулма сĕнесси.
Акци вăхăтĕнче эпир, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пултăмăр, ачисем çуллахи канăва епле ирттернипе кăсăклантăмăр. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисем ăçтине тата канăва епле йĕркеленине лайăх пĕлеççĕ. Теприсем вара ыйту çине хурав шыраса ачисене шăнкăравласа тĕрĕслеме те ÿркенмерĕç. Пĕр сăмахпа каласассăн, кашни ашшĕ-амăшĕн ача çуллахи вăхăтра епле каннине, вăхăта епле ирттернине лайăх пĕлмелле. Унпа пĕрлех шыва кĕнĕ чухне, çула тухнă май уйрăмах тимлĕ пулмаллине те асăрхаттармалла. Пушар хăрушсăрлăх правилисене те çирĕп пăхăнмалла. Çуллахи кану ачасемшĕн усăллă ирттĕр!

С.ДМИТРИЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *