Пятница, 19 апреля

Юрра-ташша ăста

Ялти культура çуртне культура вучахĕ тесе каланине час-часах илтме пулать. Çав вучаха вара ялан «хĕмлентерни» паха, унсăрăн вăл сÿнсе ларма пултарать. Тăманлă Выçли ялĕнчи культура çурчĕ те пушă лармасть. Кунта яланах тĕрлĕ мероприяти, концертсем, кану каçĕсем иртеççĕ. Çакна пĕтĕмпех маттур та хастар Елена Николаевна Сорокина йĕркелесе пырать.
Елена Николаевна Тăманлă Выçли ялĕнче 1969 çулта нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрекен хĕр тăван ялта 10 класс пĕтерсен колхозра дояркăра ĕçленĕ. Алла вĕренни çинчен пĕлтерекен хута илес тесе, юрра-ташша ăста пулнăран Çĕрпÿ хулинчи культурăпа çутĕç училищине çул тытать. Тăманлă Выçли ялĕнче клубра пултарулăх ертÿçисем улшăнсах тăнă. Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек хитре саслă Еленăна асăрхаса вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеме илнĕ. Кăçал маттур хĕрарăм ĕçе кÿлĕннĕренпе 30 çул çитет.
Чи малтанах ĕçе юратса пурнăçлани паха. Клубпа юнашар шкул пулни те питĕ аван иккен. Мĕншĕн тесен шкул ачисем уроксем хыççăн культура çуртне кĕрсе тухмасăр нихăçан та киле каймаççĕ. Кунта вĕсем Елена Николаевнăпа мĕнле мероприяти ирттересси, мĕнле алă ĕçĕ тăвасси çинчен сÿтсе яваççĕ. Ертсе пыракан уяв сценарине çырса ачасене валеçсе парать те кĕске вăхăтрах уяв пуçланать. Ялта хулари пек кружок вырăнĕсем пулманни пĕрре те чăрмав кÿмест. Акă, юрра-ташша ăста хĕрарăм ачасене чăваш тĕррине тата бисерпа тĕрлеме вĕрентет. Унсăр пуçне Тукай ял тăрăхĕнчи «Шурăмпуç» фольклор ушкăнне те çÿрет. Ял тăрăхĕн, районăн тата республикăн культурăпа обществăлла пурнăçне хутшăннăшăн Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем парса чысланă ăна. Культура ĕçченĕсĕр пĕр уяв та иртмест. Вăл уява юрă-ташăпа, илемлĕ сасăпа тата та пуянрах, хаваслăрах тăвать. Анчах та юратнă ĕçпе пĕр тан çемье тăрать.
Юратнă мăшăрĕпе Валерăпа та ĕç вырăнĕнчех паллашнă. Çар службинчен килсен пĕр-пĕрне асăрханă çамрăксем. Сăмах май, Еленăпа Валера Сорокинсем икĕ ывăлпа хĕре кун çути парнеленĕ. Вĕсем вĕренсе тухса юратнă ĕçре тăрăшаççĕ. Сорокинсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Сад-пахчара илемлĕрен те илемлĕ чечексем ÿстерме те вăхăт çитереççĕ вĕсем.
— Юратнă ĕçре нумай çул тăрăшатăп, малашне те ĕçлесшĕн-ха, халăха хамăрăн пултарулăхпа савăнтарасшăн. Пирĕн ĕçе халăх хаклать, — шухăшне пытармарĕ пултаруллă хĕрарăм.

А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *