Вторник, 7 февраля

Шăматкун сывлăх тĕрĕслемелли кун

Шăматкун сывлăх тĕрĕслемелли кун

Августăн 3-мĕшĕнче, шăматкун, республикăри больницăсем диспансеризаци кунĕ ирттереççĕ. Вăл республикăра пĕрремĕш хут иртет.
Çак кун кашни çын вырăнти участок тухтăрĕ патне пырса тĕрĕслев витĕр тухма пултарать. Диспансеризаци çул ÿсĕмне кура, арлăхпа тата çыннăн сывлăхĕпе килĕшÿллĕн иртет. Кам та кам диспансеризацие хăйсен çулĕнче тухса ĕлкĕреймен, вĕсем валли профилактика медицина тĕрĕслевĕ пулать.
Кăçал диспансеризаци кунĕ кашни уйăхăн пĕрремĕш шăматкунĕнче иртет: августăн 3-мĕшĕ, сентябрĕн 7-мĕшĕ, октябрĕн 5-мĕшĕ, ноябрĕн 2-мĕшĕ, декабрĕн 7-мĕшĕ.
Унсăр пуçне, тепĕр çĕнĕлĕх, халĕ диспансеризацие каçхине те тухма пулать.
Диспансеризаци тухма участок тухтăрĕ патне пымалла тата тĕплĕнрех информаципе больница регистратуринче паллашма пулать. Кам та кам диспансеризаци кунĕнче ĕçлет, хăйĕн правипе килĕшÿллĕн хушма ирĕклĕ кунпа усă курма пултарать.
Çавăн пекех граждансен, диспансеризаци кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн татах та тĕрĕсленмеллине терапевт тухтăр палăртать.
Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх пациентсене ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 5 сехетчен йышăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *