Пуçа усмаççĕ ватăсем

— «Каçал ен» хаçата çырăнмасăр пĕрре те хăвармастпăр, вуласа район пурнăçĕпе паллашсах тăратпăр, — терĕ сăмах пуçласа Валя аппа, эпĕ хаçатран çитнине пĕлсе.
— Халь пурнăç питĕ лайăх, ÿпкелешме кирлĕ мар.
Тукай ялĕнче пурăнакан хисеплĕ çынсенчен пĕри — Валентина Кирилловна Прокопьева. Вăл 1939 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн колхозра утă çулнă, авăн çапнă, çум çумланă, тырă вырнă. Çынсем мĕн ĕçленĕ çав ĕç çумне çыпăçнă. 1970 çултанпа Валя аппа аптекăра санитаркăра ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра кашнине эмел курăкĕ пуçтарма план панă. Уй-хирсем тăрăх тĕрлĕ ÿсен-тăран пуçтарса та çÿренĕ. Килогрампа тĕркемлесе Шупашкара ăсатнă, унпа тĕрлĕ эмел тунă çĕрте те усă курнă. Валя аппа çак ĕçре мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Халĕ те кашни курăка паллать.
1965 çулта Тукай ялĕнчи каччăпа Илья Алексеевич Прокопьевпа паллашса çемье çавăрнă. Мăшăрĕ те колхозра 33 çул шоферта тăрăшнă. Ывăлĕпе хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ — Володя Мускавра тĕпленсе ĕçлесе пурăнать, хĕрĕ — Тамара «Кĕтне» ФСКра тăрăшать. Ватăсем 2 мăнук тата 2 мăнмăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем вĕсене манса каймаççĕ, хăнана, йывăр ĕçсене пурнăçлама килсех тăраççĕ. Хĕллехи вăхăтра Валентина Кирилловна ăшă алса-чăлха çыхать. Кил ăшшине упракан çыхнă япаласене мăнукĕсем те савăнсах тăхăнаççĕ.
Мăшăрсем 80 çулта пулин те сыснасем, чăхсем усраççĕ. Чÿрече янаххисем çинчи илемлĕрен те илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Çапла килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕç те ăнса пырать, вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене хавхалантарать. Пурнăç çулĕпе 54 çул пĕрле утакан Прокопьевсенчен вĕренмелли пурах. Вĕсен телейĕ пĕр-пĕрне хисепленинче, килĕштерсе кун кунланинче. Ватăсемпе калаçнă хыççăн кăмăл та çĕкленчĕ, вĕсем пиллесе каланă сăмахсем чĕрере юлчĕç.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *