Космонавт ячĕпе – акци

Космонавт ячĕпе – акци

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта вырнаçнă СССР летчик-космонавчĕн Андриян Николаевăн мемориал комплексĕ «Пĕрремĕш чăваш космонавчĕ» акцие йыхравлать.

Август уйăхĕн 11-мĕшĕ çĕршывăн космонавтикинче тата чăваш халăхĕн историйĕнче паллă йĕр хăварнă. Чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Андриян Николаев шăп та лăп çавăн чухне тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ.
Тĕнчери виççĕмĕш летчик-космонавта сума сунине тата унăн вилĕмсĕрлĕхне палăртса Шуршăлти музейре «Звездные братья» курав уçăлĕ. Уйăхлăх йĕркелесе «Пĕрремĕш чăваш космонавчĕ» экскурсисем ирттерме, чăваш кăйкăрĕ çинчен документлă фильмсем кăтартма палăртнă. Вырăнти шкул ачисен «Восток-3» радиостанцийĕн уйăхлăхне ирттерĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *