Июль уйăхĕнче республикăра çав тери çивĕч ыйту тухса тăчĕ, çул çинчи инкексен хисепĕ палăрмаллах ÿсрĕ — пĕтĕмĕшле 13,7 процент.
Çакă та уйрăмах пăшăрхантарать, водитель прави çук е ăна туртса илнĕ ÿсĕрсен айăпĕпе, мототранспортпа мотоблоксем хутшăннипе çыхăннисем самай ытларах. Эрех ĕçсе руль умне ларнă водительсене пула, акă, республикăра 19 çыннăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Ÿсĕр водитель тĕлне пулман-тăк, паян та пурăнмалли, ним айăпсăр çынсем… Аманнисем те питĕ нумай, 90 çын.
Каласа хăвармалла, мототранспортпа çыхăннă 23 инкекре пĕр çын вилнĕ, 26-ăн суранланнă. Мотоблок хутшăннипе тухнă инкексен шучĕ те ÿснĕ. Вĕсенчен пĕринче каллех çын пурнăçĕ татăлнă.
Çакăн евĕр хăрушă инкексен сăлтавĕ, тĕпрен илсен, çул-йĕр правилисене çăмăлттайла пăхăнманнинче. Мотоблоксем пиркиех калас-тăк, сăмахран, саккунпа килĕшÿллĕн вĕсемпе пурте усă куракан çулсем çинче çÿреме юрамасть. Апла пулин те пурпĕрех тухаççĕ. Прицеплă мотоблокпа вара хытă çĕр çинче грузсене пĕчĕк хушша кăна куçарма юрать. Енчен те пурте усă куракан çул çинче прицеплă мотоблокпа пыракан çул-йĕр правилисене уямасан ăна административлă явап кĕтет, 1500 тенкĕ таран штраф хума пăхнă.
Ÿсĕрле руль умне ларнă водителе те, çавăн пекех урă мар çынна транспортпа çÿреме ирĕк парсан та, е водитель эрех ĕçнипе ĕçменнине палăртма медицина тĕрĕслевне тухма хирĕçлесен те административлă штраф тÿлеме тивет. Унпа пĕрлех водитель удостоверенине те палăртнă вăхăта туртса илеççĕ.
Административлă çак статьясемпе явап тытнă е ку сăлтавпа судпа айăпланнă водительсем каллех руль умĕнче ÿсĕрле лекрĕç-тĕк, саккун вĕсем тĕлĕшпе çирĕп, икĕ çуллăх таран йĕплĕ карта леш енне ăсатма пултараççĕ. Суд çирĕплетнĕ вăхăтра пĕр-пĕр должноçа йышăнма е пĕр-пĕр ĕçпе тимлеме те юрамасть.
Кашни водителе уйрăммăн чĕнсе калас килет, çул çинче çăмăлттайланасси, вĕçкĕнленесси çинчен манăр. Хăвăрăн, çывăх çыннăрсен, çул çине тухакан ытти çынсен пурнăçне хаклăр. Çавăн пекех мĕнпур район çыннине тимлĕ, сыхă пулма ыйтатпăр. Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакансем, вăл шутра ÿсĕр водительсем пирки те, районти полицин уйрăмĕн дежурнăй чаçне 8/83539/5-14-13 е 02 номерпе пĕлтерме сĕнетпĕр.
П.РУБЦОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.