Пятница, 27 января

Хутшăнма васкăр

Тăван тавралăх илемлĕ те таса пулни, ял урамĕсенче тирпей-илем хуçаланни районта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулĕ тетпĕр. Çавăнпа та «Каçал ен» хаçат редакцийĕ ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе «Çутçанталăка юратса» сăвăсемпе калавсен конкурсне ирттерет.

Унта çутçанталăка упрас тĕллевпе мĕнле ĕçсем тунине каласа паракан, йĕри-таврари экологи  проблемисене пырса тивекен, тăван енĕн илемне уçса паракан хайлавсене кĕтетпĕр. Конкурса çитĕннисем те, шкул ачисем те хутшăнма пултараççĕ. Ĕçсене октябрĕн              31-мĕшĕччен редакцие ?Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 66 çурт/ килсе е çырупа ярса памалла. Чи ăнăçлисене хаçат страницисенче пичетлетпĕр. Çĕнтерÿ-çĕсене парнесем кĕтеççĕ. 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *