Пятница, 19 апреля

Автомашинăна чи телейли тивĕçрĕ

Автомашинăна чи телейли тивĕçрĕ

Иртнĕ эрнере виçĕ теçетке çула çывхаракан «Надежда» суту-илÿ çурчĕ хăйĕн черетлĕ çуралнă  кунне анлă паллă турĕ. Тавар туянакансем хушшинче лотерея вылявĕ йĕркелерĕç. Кăçал вăл нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕрех тата анлăрах иртрĕ пулĕ тетĕп. Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, лотерея вылявне 2018 çулхи август уйăхĕн 16-мĕшĕнчен  пуçласа  кăçалхи июлĕн 25-мĕшĕччен 50 пин тенкĕрен ытларах ювелир изделийĕ туяннисем хутшăнчĕç.

—  Суту-илÿ çурчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 27 çул çитрĕ. Çак вăхăтра эпир туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерес  тĕллевпе ĕçленĕ те, малашне те ĕçлĕпĕр.    Пирĕн уяв, сирĕн уяв, — терĕ Надежда Валентиновна Краснова  пухăннисене ăшшăн саламласа.

Июлĕн 25-мĕшне  клиентсем  чăтăмсăррăн  кĕтни уйрăмах сисĕнет. Пурте савăнăçлă кăмăлпа килнĕ çуралнă куна. Çак кун илемлĕ ювелир хатĕрĕсем  туянакансем те сахал мар пулчĕç. Туянма сăлтав пур, çуралнă кунра хаксем  самай  йÿнĕрех.

Кĕтнĕ самант пурне те хумхантарчĕ, паллах. Мĕншĕн тетĕр-и;  Суту-илÿ çурчĕ хăйĕн клиенчĕсене кашни çулах тĕрлĕ  нумай парнепе савăнтарнă пулсассăн,  кăçал вăл хаклă парне — автомашина — хатĕрленĕ. Кун пекки халиччен пулманччĕ-ха! Паллах,  кашни клиент çак парнене выляса илме ĕмĕтленчĕ пулĕ.  «Надежда» суту-илÿ çурчĕн тĕп парнине   Кайнлăк ялĕнче пурăнакан Резине Купирова выляса илчĕ. Вăл  киле ВАЗ-2114 автомашинăпа кайрĕ. Резине  автомашина выляса илме ĕмĕтленнĕ, паллах, анчах та выляса илессе шанман. Анчах та таçти шалти туйăм ăна лотерея вылявне хутшăнма хистенĕ. Вăл июлĕн 24-мĕшĕнче ювелир хатĕрĕсем татах туяннă. Шăпах ун чухне сутуçăсене çав тери выляса илме ĕмĕтленнине пĕлтернĕ те. Июлĕн 25-мĕшĕ унăн пурнăçĕнче  чи телейлĕ кунсенчен  пĕри пулса тăнă.  Çак парнешĕн вăл чăннипех савăннине пĕлтерчĕ:

— «Надежда» суту-илÿ çурчĕн коллективĕ клиентсен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн çеç мар, вĕсене парнесемпе савăнтарассишĕн тăрăшать. Кăçалхи тĕп парне — мана тивĕçрĕ. Эпĕ телейлĕ çын, — терĕ вăл.

Чăннипех те   Надежда Валентиновна   ертсе пыракан  коллектив туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтернинче иккĕленÿ çук. Магазинта ювелир хатĕрĕсен ассортименчĕ пуян. Тĕлĕнмелле илемлĕ ылтăн,  кĕмĕл изделисене  Раççейри 80  заводран кÿрсе килеççĕ. Ытларах вара вĕсем Мускаври ювелир завочĕпе, «Алмаз холдинг» ОООпа,  Эстет, Адамас, Дэльта, Соколов ювелир çурчĕсемпе  ĕçлеççĕ. «Надежда» магазина кĕрекенсене Анжела Филиппова, Татьяна Самарина, Оксана Николаева  сутуçăсем яланах тарават кĕтсе илеççĕ. Клиентсен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Коллектившăн клиентсен ыйтăвĕ темрен те паха. Вăл çеç-и; Туянакансем валли те сахал мар мероприяти йĕркелеççĕ.  Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕсенче, çуралнă кунпа, Çĕнĕ çулта ятарлă акцисем ирттернĕ май ювелир изделийĕсене йÿнĕрех хакпа сĕнеççĕ тата лотерея  вылявĕсем ирттереççĕ.

«Надежда» суту-илÿ çурчĕн клиенчĕсем вара — районтан çеç мар, тĕрлĕ çĕртен килсе çÿрекенсем. Вĕсем чăннипех те кунта сĕнекен ювелир хатĕрĕсене  пысăка хурса хаклаççĕ. Коллектив вара ювелир хатĕрĕсен ассортиментне пуянлатас, çынсен кăмăлне тивĕçтерес  тĕллевпе малалла утать. Надежда Краснова тĕрлĕ заводсемпе çыхăну тытать, выставкăсене хутшăнать. Паха опытне татах та пуянлатать.   Пĕр сăмахпа каласассăн, ĕçтешлĕхе, опыта   куллен ÿстерсе пырать.

— Пирĕн ĕçре  кахалланса ларни вырăнсăр.  Ĕçлемелле, тăрăшмалла, шав малалла ăнтăлмалла, — тет  Надежда Валентиновна. Хăй  кун-çул уттинчен юлмасăр ĕçлекенскер, коллективра тăрăшакансенчен те çакнах ыйтать. Ахальтен мар, тăрăшуллă, маттур коллективра ĕç кал-кал пырать.  

— Халĕ  илемлĕ, пахалăхлă тавар тупасси чылай çăмăлланчĕ. Ювелир хатĕрĕсене Интернетпа çырăнса илме те, вырăна çитерсе памалла  заказ пама май пур.  Çав тери меллĕ. Апла пулин те, алăпа тытса пăхса, хакласа  туянма кăмăллатăп. Кун пек шанчăклăрах, — тет пăрчăкан пек маттур Надежда Валентиновна.

ПĔЛСЕ ТĂМА

Ювелир хатĕрĕсене районти  «Надежда» суту-илÿ  магазинĕнче,  Елчĕкри «Золото России» магазинта, Шупашкар хулинчи «МТВ»  (3-мĕш хутра) тата «Москва» суту-илÿ центрĕсенчи  «Моно-Лиза» уйрăмсенче  туянма пулать.  Кашни клиента курма хавас унта.  Клиентсем валли тепĕр çĕнĕлĕх!  Ювелир хатĕрĕсене Интернет урлă та илсе çитереççĕ. Сирĕн социаллă сетьсенче «Надежда» суту-илÿ  магазинне çеç тупмалла.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *