Пятница, 3 февраля

Тавар сутакан пулма ĕмĕтленнĕ

Тавар сутакан пулма ĕмĕтленнĕ

Кăçал Комсомольски  райповĕ 80 çул тултарнине шута илсен,  çак пысăк йышлă,  сумлă коллективра вăй хуракан сутуçăсемпе ытти специалистсем çинчен  каласа пама уйрăмах кăмăллă.  Чăннипех те пултаруллă та маттур,  ĕçчен те тăрăшуллă çынсем вăй хураççĕ унта.  Паян вара кунта хĕрĕх çула яхăн ĕçлекен,  ял халăхне тĕрлĕ таварпа тивĕçтерекен сутуçăпа паллаштарасшăн эпир хаçат вулаканĕсене. Мария  Волкова  Нĕркеçри куллен  кирлĕ таварсем сутакан магазинта  тăрăшать.  Суту-илÿри малтанхи çулсене аса илес пулсассăн, Мария Петровна Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн сутуçă профессине алла илме пулăшакан  ятарлă курсра пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн тăван ялти лавккана ĕçе  вырнаçнă та, паянхи кунчченех çакăнта тăрăшать, пĕр вырăнта тимлет маттур ĕçчен. Тăван килĕ пекех туйăнать пулĕ ăна ĕç  вырăнĕ.    Яланах çынсем хушшинче,  вĕсене кирлĕ тавар  сĕнет.  Чи  малтанах Маня аппа сутуçă пулнă, аслисенчен пуян опыт пухнă. Тăрăшуллăскере лавккана ертсе пыма шаннă. Çак вăхăтра вăл  нумай çĕннине пĕлнĕ, опытне пуянлатнă.

— Суту-илÿ тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанчĕ вĕт. Пирваях лавккасем те кивĕрехччĕ, таварĕсем те çукрахччĕ. Çак вăхăт иртрĕ. Паян ялти суту-илÿ магазинĕсем — çынсен кăмăлне туллин тивĕçтерекен лавккасем.  Мĕн туянас  тени пĕтĕмпех пур, ассортимент пуян. Вăл çеç-и; Ятарлă саккаспа клиент ыйтăвне туллин ти-вĕçтеретпĕр. Строительство материалĕ-и, чăх-чĕп-и тата ыттине те çийĕнчех кÿрсе килетпĕр.  Лавккасенче  хăтлă та илемлĕ. Юсав ĕçĕсене те вăхăтра пурнăçлаççĕ.  Пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Хулари лавккасенчен пĕрре те кая мар. Тулли кăмăлпа ĕçлетпĕр, — тет Мария Петровна  кулленхи ĕçпе паллаштарса.   

 Сутуçă çынпа ялан кăмăллă калаçать.  Тавар туянакан хăйне кирлĕ япала ыйтсан, анчах тин çеç ăна лавккара сутса пĕтернĕ пулсан е вăл пачах пулмасан та,  ăна е урăх кирлĕ тавара хăçан кÿрсе килессине пĕлтерет.

Ĕçе пĕлсе йĕркелени плана тултарса ĕçлеме пулăшать те. Нĕркеçсем яланах малтисен ретĕнче пулнă та, пулаççĕ те.  Çакна ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. Ахальтен мар Мария Волкован  ĕçри çитĕнĕвĕсене район,  республика,  Раççей шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе хакланă.  Вăл — РФ   Потребкооперацин хисеплĕ ветеранĕ.

Мария Волкова мĕн пĕчĕкренех сутуçă пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне хайлав çырнă чухне те  лавккара тавар сутакан пуласшăн тесе шăрçаланă.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *