Вторник, 23 апреля

Комсомолськи пушарнăйĕсем – чи маттуррисем

Комсомолськи пушарнăйĕсем – чи маттуррисем

Вĕсем талăкра 24 сехет сыхă тăраççĕ, инкек пулни çинчен калакан шăнкăрав пулсан туххăмрах пуçтарăнса çула тухаççĕ, вут-çулăмран хăрамасăр çунакан пÿрте çынсене çăлма кĕреççĕ… Сăмахăм паян пушар хуралĕнче вăй хуракансем çинчен.

Çак кунсенче Комсомольскинче пушар хуралĕн уйрăм подразделенийĕсен пушар-çăлав спорчĕ енĕпе иртекен республика шайĕнчи ăмăртăвĕ пулчĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсенчен пушарнăйсен 12 команди хутшăнса хăйсен професси ăсталăхне кăтартса пачĕ.

Вут-çулăмпа кĕрешекенсен ăмăртăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕ. «Çынсен пурнăçĕ сирĕн алăра. Эсир лайăх хатĕрленни,  спортпа туслă пулни, çивĕч лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума пултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Инкексем сахалрах пулччăр, паян вара сире ăнăçлă старт сунатăп», —  терĕ вăл. 

Çавăн пекех Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен службин начальникĕ Валерий Игнатьев, ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин представителĕ, ăмăртусен тĕп судйи Герман Михайлов пушарнăйсене хăйсен ăсталăхне тивĕçлĕн кăтартса мала тухма ăнăçу сунчĕç. Шупашкартан килнисем Комсомольскин 31-мĕш пушар хурал чаçĕн ĕçченне Николай Мамуткина РФ МЧСĕн кăкăр çине çакмалли «За заслуги» паллăпа наградăларĕç.

Пушарнăйсем тĕрлĕ енлĕн тупăшрĕç: вĕрентÿ башнин 4-мĕш хутне хăпарчĕç, чăрмавсемпе 100 метра чупрĕç, пушар сÿнтерессинчи ăсталăхне кăтартса пачĕç. Çакна айккинчен пăхса тăма та питĕ интереслĕ пулчĕ. Вут-çулăмпа кĕрешекенсен мĕн тери вăйлă та çаврăнăçуллă пулмалла иккен, хăйсен ĕçне алăри вунă пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлмелле, командăра кашнин хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлама пултармалла. Пĕр-ле килĕштерсе ĕçлени çеç финиша чи кĕске вăхăтра çитме май парать.

Палăртма кăмăллă: тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслев хыççăн Комсомольски          31-мĕш пушар хурал чаçĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.  Команда йы-шĕнче Андрей Жуков капитан, Александр Прохоров, Герман Крылов, Евгений Козин, Алексей Абуков тата Юрий Иванов пулчĕç. Вĕсем кĕске вăхăтра тĕллевсене пурнăçласа çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. Иккĕмĕш вырăна Муркашсен пушар хуралĕн команди, виççĕмĕшне Тăвайсем тухрĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *