Ветерансемпе тĕл пулчĕç

Июлĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем    ирттермелли залĕнче районти ветерансен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта  район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ветерансен канашĕн председателĕсемпе членĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах Александр Осипов районта пурнăçланакан ĕç-хĕлпе тата унăн аталанăвĕпе паллаштарчĕ.  Юлашки вăхăтра наци проекчĕсем  пурнăçа кĕреççĕ. Çитес вăхăтра Урмаел салинче ача сачĕ хута каймалла, кунти  вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ, Хирти Ĕнел ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕн строительство ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ, район центрĕнче тĕп парка хăтлăлатаççĕ, Шурут  ялĕнче культура çурчĕ çĕкленет.  Çавăн пекех пур ялта та çÿп-çап пуçтармалли вырăнсене хăтлăлатаççĕ, контейнерсем вырнаçтараççĕ, унпа пĕрлех нумай ял тăрăхĕнче спорт площадкисем хута каяççĕ. Çакă пĕтĕмпех — ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче районти хăш-пĕр суйлав участокĕсенче суйлав иртет. Кун пирки тĕплĕнрех  районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕн ĕçĕсене вăхăтлăх  пурнăçлакан Новелла Розова чарăнса тăчĕ. 

«Каçал ен» хаçат кун-çулĕпе  тĕп редактор Алевтина Ефремова паллаштарчĕ.  Районти пенси фончĕн уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина  ветерансене канăçсăрлантаракан ыйтусене хускатрĕ. Нумай çул обществăлла ĕçре тăрăшуллă ветерансене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.  Пĕрле пуçтарăнса калаçни чăннипех те паха. Ветерансемпе тĕл пулни, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлни кулленхи ĕçре пулăшу кÿрет те. 

А.АНТОНОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *