«Ыр çын вилет — ят юлать», — теççĕ халăхра. Ку, чăнах та, çавăн пек ĕнтĕ. Акă, районти тĕп библиотекăра чылай çул ырми-канми ĕçленĕ Светлана Петровна Кисапова пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 20 çул çитрĕ. Апла пулин те унăн çутă сăнарĕ, йăлтăр кулли халĕ те пирĕн асăмăртах.
Светлана Елчĕк районĕнчи Патреккелте çуралнă. Лидия Михайловнăпа Петр Николаевич Тепловсем çут тĕнчене хĕр пĕрчи килнишĕн чун-чĕререн савăннă. Каярах вĕсен çемйи тата виçĕ хĕр пĕрчипе пуянланнă. Светлана, Тоня, Галя, Зоя ашшĕпе амăшĕн савăнăçĕ, телейĕ, шанăçĕ, малашлăхĕ пулнă. Тепловсем хĕрĕсе- не ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă, ăшпиллĕ пулма вĕрентнĕ.
Ашшĕпе амăшĕ яваплă ĕçсенче тăрăшнă. Петр Николаевич чылай çул Комсомоль-ски парти райкомне ертсе пынă. Лидия Михайловна — финанс пайĕн специалисчĕ. Вĕсем хăйсем те ĕçе пысăк яваплăхпа туса пынă, ачисенчен те çавнах ыйтнă, пурне те тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ панă.
Светлана Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине вĕренсе пĕтернĕ, библиотекарь специальноçне алла илнĕ. Пирваях Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн библиотекинче ĕçленĕ. Çамрăк хĕр кĕске вăхăтрах вĕрентекенсемпе те, ачасемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Библиотекăра тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, кунта пурнăç «вĕресе» çеç тăнă.
Малалла çамрăк хĕр районти ача-пăча библиотекинче тăрăшнă. Кунта та ĕçе юратса, чун-чĕре ыйтнă пек тунă. Тĕрлĕ темăсемпе кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ, калаçусем, диспутсем, викторинăсем ирттернĕ. Çав вăхăтрах хăйĕн пĕлĕвне те малалла ÿстернĕ. Куçăмсăр майпа Хусанти культура институтĕнче вĕреннĕ.
Пултаруллă çамрăка районти централизациленĕ тĕп библиотека коллективне ертсе пыма шаннă. Вăл вăхăтра библиотекăран халăх татăлма пĕлмен. Хаçат-журнал, кĕнекесем илсе вуланă. Кунтах «Шанчăк» клуб ăнăçлă ĕçленĕ. Ăна В.Т.Яковлева ертсе пынă. С.П.Кисаповăпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Мускаври «Эмитрон» заводăн Комсомольскинчи филиалĕн ĕçченĕсемпе районти культура çуртĕнче «Мĕн пур чун-чĕререн» каç ирттернĕ. Кунта çынсем йышлăн пухăннă, культура çурчĕ кĕрлесе çеç тăнă.
Тĕрлĕ темăсемпе семинарсем, калаçусем ирттернĕ, сăмах вĕççĕн калакан журналсем кăларнă, ĕçре чыс-хисеп çĕнсе илнисене те культура çуртĕнче чысланă, концертсем лартнă. Поэтпа, композиторпа, юрăçпа Светлана Асаматпа, Маргарита Туринге юрăçпа, Вера Савельева журналистпа тĕлпулусем ирттернĕ. Ялсенчи библиотекăсенче юбилярсене саламлассине йĕркеленĕ. Районти тĕп тата ялсенчи библиотекăсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленĕ, республикăра та ырă ят çĕнсе илнĕ.
Клуба 15 — 20 çынран кая мар çÿреттĕмĕр. Пурте тенĕ пекех Порфирий Иванов системине тĕпе хурса сивĕ шывпа сапăнса сывлăха çирĕплететтĕмĕр. Ялсене, шкулсене тухса çÿреттĕмĕр, çак меслетпе интересленекенсем патне каяттăмăр. Çĕнĕ Шупашкарта, Хусанта иртнĕ конференцисене хутшăнни те асрах-ха. Сĕнтĕрвăрри хулинчи «Сывлăх» клуб членĕсемпе те тĕл пулнăччĕ, вĕсем пирĕн пата килнĕччĕ. Çак ĕçе Светлана Петровна питĕ лайăх йĕркелесе пыратчĕ.
Ефросиния Павловна Алексеева — «Шанчăк» клубăн чи активлă членĕччĕ. Пире сиплĕ курăксемпе паллаштаратчĕ, вĕсенчен чей вĕретсе ĕçеттĕмĕр. Сĕтел çине эрех-сăра лартасси пирки сăмах та пулма пултарайман. Пире библиотекăра унсăрах питĕ интереслĕччĕ.
Шел пулин те, Светлана Петровнăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ. Йывăр чир ăна 49 çултах пирĕнтен уйăрчĕ. Вăл ывăлĕпе хĕрĕ мăшăрланнине те, мăну- кĕсене те кураймарĕ. Нихăçан манăçми С.П.Кисапова яланах халăх асĕнче, пирĕн асăмăрта.
З.СОЛОВЬЕВА.