Четверг, 25 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Паянхи кун тĕлне пурĕ 4385 тонна утă, 18278 тонна сенаж, 841 тонна силос, 124 тонна тырă-сенаж янтăланă.  Пĕр çул ÿсекен курăксене 544 гектар çинчен çулса пуçтарса кĕртнĕ.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче  кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлес  ĕçе пикеннĕ. Хальлĕхе çакна 330 гектар çинче пурнăçланă, çав шутра «Родина» ООО хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 150 гектар, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче — 80 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче — 100 гектар. 

Уй-хирти ĕçсем малалла пыраççĕ. Районти хуçалăхсенче тăрăшакансем кашни ĕçех вăхăтра тумаллине асра тытса çанă тавăрса вăй хураççĕ.

А.СВЕКЛОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *