2019 çул пуçланнăранпа асра юлмалли самантсем нумай пулчĕç. Республика шайĕнче илсен — Шупашкар хули пуçланса кайнăранпа 550 çул çитнине паллă турăмăр, район шайĕнче — районăмăрăн 80 çулхи юбилейне уявларăмăр. Çавăн пекех утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Дубовка ялĕ пуçланса кайнăранпа 90 çул çитнине паллă тума пуçтарăнчĕ ял халăхĕ. Уява чылайăн килни савăнтарать, çакă халăх пĕрлĕхне тата килĕштерсе пурăннине çирĕплетет.
Районтан килнĕ хăнасене ял халăхĕ пир кĕпесем тăхăнса, çăкăр-тăварпа, ырă сунса кĕтсе илчĕ. Ял уявĕнче çăпата сырнă кинемейсене те курма тÿр килчĕ. Килсе çитнĕ хăнасем историе пĕлес кăмăлпа ял халăхĕ ха- тĕрленĕ куравпа паллашрĕç. Мĕнле кăна композици туса илем сăнĕ кĕртмен пулĕ маттур Дубовка çыннисем! Сăнÿкер-чĕксен выставки, ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçа сăнланă са- мантсем… Маттур хĕрупраçсен тата хĕрарăмсен алă ĕçĕсем, çыхнă тутăрсем, кофтăсем, тĕрĕсем хăйсем патне илĕртрĕç. Историпе паллаштаракан тата асра юлакан кĕтессем — чи малтан куçса килнĕ çемьесен пÿрчĕсене сăнланă ÿплесем. Яла пуçласа янă çемьесем — Боровковсем тата Шашкинсем. Çак çемьесен историйĕ хăйне евĕрлĕ пуян. Çемье пуçĕсен сăнÿкерчĕкĕсем, вĕсем тăхăнса çÿренĕ хром атăсем, кил-çурт таврашĕнче усă курнă япаласем: йывăçран тунă ал арманĕсем, çăм арламалли урапасем, кункăрасем, витресем тата ытти те пулчĕç куравра. Çак çемьесенче тĕпленсе пурăнакансем ватă- сен пуянлăхне упраса хăвар- ма пултарни чăнахах та вырăнлă.
Пуçтарăннисене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова ăшă та ырă сăмахсемпе, вăрăм кун-çул сунса саламларĕ, Дубовкăра пурăнакан тата ĕçлекен маттур çынсене Хисеп хучĕсем парса тав турĕ. Уяв ячĕпе саламласа ял тăрăхĕн депутачĕ Г.Н.Волкова тата ял старости А.А.Чаркин тухса калаçрĕç. Вĕсем пурне те çемьере тату пурнăç, килĕшÿ сунчĕç. Уява малалла тăсса артистсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Ю.Г.Федоровăпа Г.В.Волкова концерт программине ертсе пычĕç.
Çанталăкĕ те çак куна кĕтнĕ тейĕн. Тÿпери сарă хĕвел ăшшăн пăхнă чухне халăхăн кăмăлĕ те ырă пулни палăрчĕ. Кашнин пичĕ савăнăçпа тата шанăçпа тулни уява йĕркелекенсене ялти пурнăç малаллах пырать-ха тесе ĕнентерчĕ. Сĕтел тулли апачĕ, какай шÿрпи, чашлама, улма-çырла, кукăльсем, килти сăра — пурте астивсе пăхма ыйтнăнах туйăнчĕç. Ача-пăча валли те пĕр кĕтес йĕркеленĕ. Ертсе пыракансем унта шăпăрлансемпе вăйăсем, тĕрлĕ конкурссем тата викторинăсем ирттерчĕç.
Спорт вăййисĕр уяв иртменни паллă ĕнтĕ. Çамрăксем волейболла выляса тупăшрĕç, çамрăксемпе танах аслăраххисем те кире пуканĕ çĕклесе хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Канат туртса та тупăшрĕç ял çамрăкĕсем. Хĕрсем те кире пуканĕ йăтса вăй виç- рĕç. Чи маттуррисем Дианăпа Кристина Храмовăсем пулчĕç.
Уявра пурте юрласа тата ташласа кăмăл туличчен савăнчĕç. Ял уявĕ питĕ хаваслă иртнине палăртрĕç ял çыннисем. Уява ирттерме спонсорла пулăшу паракансене чĕререн тав турĕç.
Г.ВОЛКОВА.