Четверг, 25 апреля

Борис Кокорев çуралнăранпа 100 çул çитет

Вĕрентÿ тытăмĕнче чылай çул вăй хунă, хăйĕн ĕçĕсемпе хисепе тивĕçнĕ педагог Б.Г. Кокорев çуралнăранпа çак кунсенче 100 çул çитни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ ĕнтĕ. Паянхи номерте хисеплĕ вĕрентекен пе тата унăн мăшă-рĕпе Анна Павловна Кокоревăпа  чылай çул пĕрле ĕçленĕ Нина Александровна Чернован аса-илĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

— Кокоревсен сăнарĕсем яланах пирĕн умра. Апла пулсан вĕсем пи-рĕнпе пĕрлех. Борис Григорьевичпа Анна Павловнăн манăçми ĕçĕсене хамăр районти çынсем çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи халăхсем хăйсен куçĕсемпе курчĕç, тивĕçлипе хакларĕç. Çак паллă педагогсем чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕ. Ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр тесе хăйсен вăхăчĕсене те шеллемен, сывлăхне те хĕрхенмен. Вĕсенчен яланах çирĕп вăй-хăват тапса тăратчĕ. Таса чунпа, ырă кăмăлпа каланă сăмахĕсем халĕ те хăлхара янăраса тăраççĕ. Пур вăхăтра та, пур ĕçре те пире чĕре хушнипе хисепленĕ, юратнă, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.

Шкулта вĕсемпе пĕрле Клавдия Парфеньевна та ĕçленĕ. Борис Григорьевич, Анна Павловна, Клавдия Парфеньевна вĕренекенсемшĕн чи çутă çăлтăрсем пулнă. Эпир вĕсенчен мĕн кирлине, мĕн усăллине, лайăххине вĕренсе юлнă. Ачасемпе мĕнле ĕçлемеллине те вĕсемех кăтартса хăварнă.

Хам çинчен калас пулсан, эпĕ яланах вĕсем пек пулма тăрăшнă. Вĕсем мана вĕрентнĕ те, вĕсемпе пĕрле ĕçленĕ те. Борис Григорьевичпа Анна Павловна малтан мана Шупашкара наукăпа практика конференцине илсе çÿренĕ, тавракурăма анлăлатма пулăшнă. Кайран вара çак ĕçе хам тĕллĕн тума пуçланă, вĕсем тĕрĕслесех тăнă. «Тăван чĕлхепе литература урокĕсенче кăтарту пособи-йĕсемпе тата техника хатĕрĕсемпе усă курасси» темăпа çĕршывăн тĕрлĕ облаçĕсемпе республикисенчен килнĕ учительсем умĕнче 10 çула яхăн хам опытпа паллаштарнă. Ку ĕçе пуçăниччен малтан уроксем валли алăпа çырса нумай пособи, электричество вăйĕпе ĕçлекен техника хатĕрĕсем тунă.

Тăван чĕлхепе литература кабинечĕ те ĕçлеме пуçланă, ăна май килнĕ таран пуянлатсах тăнă. Вăл районта кабинетсем хушшинче ирттернĕ ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннă. Л.П.Сергеевпа пĕрле «Хăнăхтарусен пуххи» кĕнеке кăларнă. Çак ĕçсене пурнăçлама нумай вĕренекен тăрăшса вăй хунă. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем хушшинче чăваш чĕлхи учителĕн профессине суйланисем чылайăн пулнă. Сăмахран, Надежда Белковăна, Мария Орловăна асăнса хăварма пулать.  Апла пулсассăн эпир хамăрăн тивĕçсене туллин пурнăçланă. «Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса тăвăр», — тесе каланă И.Я.Яковлев сăмахĕсене Анна Павловна пирĕн чĕресене вырнаçтарнах. Анна Павловна ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсене чылайăшне пурнăçланă тесе шухăшлатăп.

Юратнă çынсен сăнарĕсем яланах пирĕн чĕрере, вĕсене нихăçан та манмастпăр, яланах асра тытатпăр. Вĕсен чунĕсене Турă Çÿлти патшалăхра ырă та канлĕ вырăна вырнаçтартăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *