
Кăçал Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла. Хальлĕхе Хирти Ĕнел ялĕнче хăпартакан фельдшерпа акушер пункчĕн тăррине витнĕ, пластик чÿречесемпе алăксем лартнă, шыв пыракан пăрăхсене сыпăнтарнă. Халĕ шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, çурта хăтлăлатаççĕ. Çитес вăхăтра кирлĕ оборудовани тата сĕтел-пукан кÿрсе килмелле. Çавăн пекех ФАП умĕнчи территорие те тирпей-илем кĕртмелле.
/ХАМĂР ИНФ./.