Тапса тăччăр çутă çăлкуçсем

 

изображения не найдены

Шыв — этемлĕхе кирлĕ чи пысăк пуянлăх. Унсăр пирĕн Çĕр çинче пурнăç пулма та пултараймасть, ÿсен-тăрансем те, чĕрчунсем те, çынсем те шывсăр пурăнаймаççĕ.

Кашни юханшыв çăлкуçран пуçланать, унран вăй илсе сарăлать, анлăланать. Çăлкуç шывĕ  çĕрĕн темиçе сийĕ витĕр сăрхăнса хăйпе хăех тасалса тухать, сывлăхшăн усăллă япаласемпе пуянланать.

Юлашки çулсенче çăлкуçсен тасалăхĕ, вĕсен таврашĕнчи тирпей-илем çине чылай тимлĕх уйăрма пуçланине асăрхама пулать. Уйрăмах çакă кану вырăнĕсенчи, курортсем патĕнчи çăлкуçсене, сăваплă çăлсене пырса тивет. Ялсенчи çăлкуçсем çинчен калас пулсан вара лару-тăру икĕ енлĕ тесе калама пулать. Çĕр айĕнчен таса шыв юхса тухакан вырăнсем районта чылай, анчах вĕсенчен кашнинех ял çыннисем тирпейлесе тăраççĕ тесе калама çук.

Районти чи паллă çăлкуçсенчен пĕри — Александровкăри Сăваплă источник. Унта çăлкуç патне ятарлă валак туса  лартнă. Сăваплă шыва кĕрсе тухас текенсем валли çурт ăсталанă. Шывăн тасалăхне, таврари тирпейлĕхе кунта сăнасах тăраççĕ. Тукай Мишер ялĕнчи çăл çинчен те ыррине çеç калас килет. Кунта çĕр айĕнчен таса шыв юхса тухакан вырăна пĕчĕк çурт туса лартнă, унăн урайне плита сарнă. Шыв ятарлă пăрăх тăрăх юхать. Палăртса хăвармалла: ялта пурăнакансем куллен çăлран шыв ăсаççĕ, унăн сиплĕ те таса шывне ĕçсе сывлăхне çирĕплетеççĕ. Кĕвентепе витресем çакнă хĕрарăмсене ялта час-часах курма пулать.

Илемлетсе хăтлăлатнă, тирпейлесе тăракан çăл вырăнĕсем районта татах та пур. Сăмахран, Асанкасси ялĕнчи çăлкуçа та ял çыннисем пĕрле пуçтарăнса йĕркене кĕртнĕ. Ун патне халĕ пырса çÿреме те кăмăллă.

Апла пулин те, çын пăхса тăман, йĕркене кĕртмен çăлкуçсем те районта чылай. Хăшĕсенче вара ĕçсене вĕçне çитермен тесе калама пулать. Тĕслĕхрен, Урмаел ялĕнчи çулсерен Сабантуй ирттерекен вырăн çывăхĕнче вырнаçнă çăлкуç çинчен калас килет. Унта шыва юхма пăрăх вырнаçтарнă-ха, пăрăхран çÿлерех тимĕр-бетон кăшăл вырнаçтарнă, ăна хăмаран беседка евĕр туса хупăрланă. Çăлкуç шывĕ çав кăшăл ăшĕнче пуçтарăнса тăрать. Анчах та ăна нимĕнпе те витменнине кура ача-пăча выляса кайса унта кĕрсе ÿкме пултарассăнах туйăнать.

Çăлкуçри шыв яланах таса, ун патне пырса çÿреме меллĕ пултăр тесен мĕн тумалла-ха; Паллах, чи малтанах шывăн юххине йĕркелемелле: валак ăсталамалла е ятарлă пăрăх вырнаçтармалла. Çакă шыва пăтратмасăр, вараламасăр  ăсса илме май парать. Тĕрлĕ çÿп-çап çăлкуçа ан лектĕр тесен ăна тăрăпа  хупласан аван. Ытларах чухне çăлкуçсем çырма тĕпĕнче пулаççĕ. Вĕсем патне анасси чăрмавлă. Çавăнпа та картлашкасем туса хурсан аван. Кун пек кашниех ним хăрамасăрах сиплĕ шывпа сăйланма пултарĕччĕ. Çавăн пекех  çăлкуç патĕнчи территорие те тирпейлемелле. Паллă ĕнтĕ, енчен те çывăхрах çÿп-çап купи выртать пулсан, унти сиенлĕ хутăшсем шыва та лекме пултараççĕ. Унсăр пуçне выльăхсем кĕрсе вараласран йĕри-тавра карта тытса çавăрсан лайăх.

Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: çăлкуç шывĕ таса пултăр, шăрăх çанталăкра ял халăхне ăша кантарма пулăштăр тесен нумаях та кирлĕ мар. Таврари çăлкуçсем типсе  ан ларччăр, хăйсен таса та сиплĕ шывĕпе нумай çул савăнтарччăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *