Июлĕн 25-мĕшĕнче районти вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул вăй хунă, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн 2-мĕш степеньлĕ тата «Хисеп Палли» орденсен кавалерĕ, районти пин-пин ачана çутлăх тĕнчине туртнă, республикăра чи паллă педагог-краеведсенчен пĕри, Борис Григорьевич Кокорев çуралнăранпа 100 çул çитет.Мĕнле йĕр хăварнă-ха çак вĕрентекен хăй хыççăн; Район энциклопедийĕнче унăн биографийĕ çинчен кĕскен çырса пĕлтернĕ. Борис Григорьевич ачасене чăн-чăн патриотсем пулма хавхалантарса тавра- пĕлÿçĕсене шырав ĕçне явăçтарнă, «Кăйкăр» клуба йĕркелесе янă, ачасемпе историн паллă вырăнĕсене экскурсисем йĕркеленĕ, паттăрсен тата сумлă çынсен çулĕ-йĕрĕпе походсене çÿренĕ. Вĕрентекен ĕçĕн тепĕр енĕ — интернационалистсен туслăх клубĕ (КИД и С). Аслă тĕнчен хăш кĕтесĕнчен кăна килместчĕç-ши ун патне çырусем;! Хельсинки, Стокгольм, Осло, Копенгаген, Брюссель, Лондон, Берлин, Дюссельдорф, Дублин, Париж, Варшава, Прага, Мадрид, Лиссабон, Бейрут, София, Токио, Улан-Батор тата çĕршер хуларан вĕçсе килнĕ пирĕн Комсомольски ялне, Октябрьская 10 адреспа çырусем, саламсем, Тав хучĕсем, ыйту-хуравсем. Хамăр çĕршыври союзлă республикăсенчен тата мĕн чухлĕ çыру килмен-ши;! Шкулта союзлă республикăсен фестива-лĕсем иртетчĕç, республикăсен кун-çулĕсене тĕпчеттĕмĕр, вĕсен историйĕпе тата культурипе паллашаттăмăр, çырусем çÿрететтĕмĕр, унтан каникулсенче çул-çÿреве тухса каяттăмăр. Борис Григорьевич тата мăшăрĕ Анна Павловна Кокоревсем ертсе пынипе пулса пыратчĕ çак ĕç.
Эпир, 1974 çулта Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнисем, хамăра чăн-чăнах телейлĕ теме пултарнă, пирĕн класс ертÿçи иккĕ пулнă теме пулать — Анна Павловнăпа Борис Григорьевич. Пĕлтĕр, раштавăн 27-мĕшĕнче эпир, Анна Павловнăн вĕренекенĕсем тата районти чăваш чĕлхине вĕрентекенсен методика ушкă-нĕпе районти тĕп библиотека ĕçченĕсем, пуçтарăнса вĕрентекенĕмĕр 100 çул тултарнине паллă турăмăр. Савăнăçлă ларура çак икĕ педагог-новаторăн ырă ĕçĕсене аса илтĕмĕр. Вĕренÿ тата воспитани ĕçĕнче Борис Григорьевич, хăй те вăрçă çулĕпе утса тухнăскер (1942—1945 çулсем), ытларах иртнĕ вăрçă паттăрĕсене, вĕсен çулне-йĕрне тĕпчессине тимлĕх уйăратчĕ. Алă вĕççĕн тунă карттăсем, хутлă-хутлă буклетсем, çырусем купи-купипе пулнă унăн. Документсене вăл темиçешер экземпляр тăватчĕ. Ĕçлесе курман çын пĕлмест çакна, шкул ачисемшĕн вăхăтне хĕрхенмен вĕрентекен, тăкакне те самаях курнă пуль. Ют çĕр-шыва ăсанакан çырусен конверчĕсем çине кăна тем тĕрлĕ хаклă йышши маркăсем çыпăçтарнине пĕрре мар курнă эпир. Маншăн çакă тĕлĕнмелле, Интернет пулман вăл вăхăтра, çавăнпа та кашни информацие кĕнекесенчен, архивсенчи документсенчен, тĕлпулусенчен, çынсен аса илĕвĕсенчен пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтармалла пулнă. Мĕнле чăтăмлăх çитермелле этемĕн çак ĕçе кÿлĕнсе туса пыма!; Тата… Çĕнтерÿ кунĕсем умĕн шкулсенче вăрçă ветера-нĕсемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Борис Григорьевич хăй те вăрçă çулĕпе утса тухнă, анчах та хăй çинчен мухтанса пире каласа кăтартнине эпĕ ас тумастăп. Шалти культура шайĕ, сăпайлăхĕ тытса чарнă-ши ăна çакна тума; Тен, вăл пирĕн умра хăй авторитетне ĕнер утса тухнă утăмĕсемпе мар, паян тăвакан ырă ĕçĕсемпе çĕклес тенĕ; Хурав çук.
Ман шутпа, вĕрентекеншĕн уроксем хыççăн тунă класс тулашĕнчи ĕç уншăн уроксенчен те пĕлтерĕшлĕрех пулнă пулас. Класс сехечĕсенче яланах мĕн те пулин çĕннине пĕлтерме тăрăшатчĕ вăл. Пирĕншĕн вара Борис Григорьевич чăн-чăн пĕлÿ çăлкуçĕ пулнă. Иакинф Бичурин (тĕнчипе паллă синолог), А.Кокель (чăвашсен пĕрремĕш художникĕ), Юрий Збанацкий («Çеçпĕл» роман авторĕ, Совет Союзĕн Геройĕ), Петр Чичканов («Украина» журналăн художникĕ, пирĕн ентеш), Наталья Рубис (Çепĕл Мишшин Украинăри çывăх тусĕсенчен пĕри), И. Х. Баграмян (Совет Союзĕн маршалĕ), А. Я. Веденин (Кремль коменданчĕ) тата ытти нумай ята эпир пĕрремĕш хут унран илтнĕ. Хамăр районăн паттăр геройĕсем çинчен те вăлах каласа кăтартнă пире. Совет Союзĕн Геройĕ Константин Михайлович Антонов пурнăçĕпе, унăн паттăрла ĕçĕсемпе уйрăмах кăсăкланаттăмăр. Иван Кабалин, Геннадий Габайдуллин çинчен каласа панисем те паян та асрах.
Паянхи кун ĕнерхи çинче ни-кĕсленсе тăрать, ыранхи паянхи çинче. Çакна ăнланса ĕçлерĕ Борис Григорьевич, район центрĕнче музей уçас тесе нумай тăрăшрĕ. Ку енĕпе тунă пĕрремĕш ĕç Комсомольски вăтам шкулĕнчи Çар мухтавĕн пÿлĕмĕ пулчĕ (эпир шăпах çак класра вĕренеттĕмĕр). Унтан вăл тăрăшнипе çĕнĕ шкулта музей пÿлĕмĕ уçăлчĕ. Каярахпа «Кĕтне» кафе çуртĕнче музей валли пĕр кĕтес тупăнчĕ. «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ уçăлсан тин унăн ал çырăвĕсем, шырав тата тĕпчев материалĕсем, сăнÿкерчĕкĕсем, альбомĕсем тивĕçлĕ вырăн тупрĕç. Музейри экспонатсем хушшинче Борис Григорьевич тунă «Кăйкăр» клуб членĕсем çитсе курнă герой-хуласем» тĕлĕнтермĕш картта-схема пур. Ленинград хулинче 7 хут (1963, 1963, 1957,1967, 1969, 1971, 1984), Минскра 1969, 1980 çулсенче, Киевра 7 хут (1962, 1966, 1967, 1973, 1985, 1986, 1989), Волгоградра 1968, 1984 çулсенче, Одессăра 1962, 1966 çулсенче, Смоленскра 1965, 1982 çулсенче, Брест хулинче 1965 çулта, Тулăра 1960, 1966, 1975 çулсенче, Мускавра 47 хутчен!!! пулса курнă вĕсем. «Кăйкăрсем» герой-хуласене кăна мар, çĕршывăн ытти хулисене те, хамăр республикăн хулисемпе ялĕсене те çул-çÿреве тухса çÿренĕ.
Ачасем хушшинче педагогăн вăрттăн ячĕ те çÿретчĕ —»БГТО». «Борис Григорьевич — турист опытный» тенине пĕлтеретчĕ ку. Çак хушма ята вăл чăн-чăнах та тивĕçлĕччĕ. Хамăр класпа çул çÿренисене аса илмесĕр хăварма çук. В.И. Ленин 100 çул тултарнă тĕле Чĕмпĕр хулине çуран тухса кайрăмăр. Пирĕн маршрут Пăва урлă выртрĕ. Автобуссем Ульяновск хулине пирĕн тăрăхран çÿремен ун чухне. Асра юлнă самантсем нумай: Ульяновсен çуртне кĕрсе куртăмăр, Мемориалта, И.Я. Яковлев уçнă чăваш шкулĕнче пултăмăр, Атăл урлă хывнă чи вăрăм кĕперпе Çĕнĕ Ульяновск хулине çитрĕмĕр.
Чи тачă çыхăнусем «кăйкăрсен» Украина çĕрĕпе пулнă. 9-мĕш класра эпир унта та çитсе куртăмăр. Синельниково тата Будапешт хулисен ячĕллĕ, Чапаев ячĕллĕ Суворов тата Богдан Хмельницкий орденĕсемлĕ, Хĕрлĕ ялавлă, 25-мĕш Çар дивизийĕнче (вăл Лубны хулинче вырнаçнăччĕ) хамăр ентеш-салтаксемпе тĕл пултăмăр, дивизин çар музейне кĕрсе куртăмăр, унтан Харьковри Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен шкулта, А.Кокель хваттерĕнче тата унăн вилтăприйĕ çинче пултăмăр. Çулсерен тенĕ пек Борис Григорьевичпа Анна Павловна чи пултаруллă ачасене Мускава Кремльти елкăна илсе каятчĕç. Вĕрентекенсен тивлечĕпе Кремльте уçăлса çÿрерĕмĕр, Ленин мавзолейне кĕрсе куртăмăр, Бородино панорамипе паллашрăмăр. Ачалăхри çак самантсем нихăçан та асран тухас çук. Пирĕншĕн çак çулçÿревсем — ачалăхри чи телейлĕ самантсем. Вĕрентекеншĕн, ертÿçĕшĕн вара вĕсем чи малтан плана палăртни, маршрутсен карттисем хатĕрлени, тĕллевсем лартни, кашни кунăн йĕркине тата тĕлпулусене палăртса хуни, кирлĕ çынсемпе çыру вĕççĕн е урăх мелсемпе малтанах калаçса татăлни… — вĕçĕмсĕр шырав, пĕр-пĕр те мăн е тĕпчев тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ, çывăрман каçсем… Эпир таçта та çитсе курнине пĕлсен ытти классенче вĕренекенсем пире ăмсанатчĕç. Эпĕ вара паянхи кун та хама хам ăмсанатăп, Борис Григорьевичпа Анна Павловна пире ертсе çÿремен пулсан, Украинăна та кайса курас çукчĕ-и, нумай япалана курман та, пĕлмен те пулăттăм-и, тен; Шкулта ĕçленĕ май «Тăван ен культури» предмета нумай çул хушши вĕрентме тÿр килчĕ, ачасемпе республикăри таврапĕлÿçĕсен слечĕсене 10 çул ытла хутшăнтăмăр. Çулталăк хушшинче туса пынă шырав-тĕпчев ĕçĕнче, слетсенче, наукăпа практика конференцийĕсене хатĕрленнĕ чух хама вĕрентнĕ учительсем маншăн, ку тĕнчерен уйрăлса кайнă пулсан та, çул кăтартакан çăлтăрсем пулчĕç.
Тăван районăн 80 çулхи юбилейĕ умĕн «Кĕтне» ентешлĕх тăрăшнипе район çыннисем «Кĕтне шевлисем» хаçата алла илсе вулама пултарчĕç. Хаçатăн 2-мĕш страницинче «Кокоревсем 100 çул тултарнă тĕле» статья пур. Статьяра иртнĕ çулăн чÿк уйăхĕнче ентешлĕх канашĕ хăйĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркинче Кокорев педагогсен ячĕсене халăх асĕнче хăварас тĕллевпе тумалли ĕçсене пăхса тухни çинчен пĕлтернĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче ентешлĕх ыйтăва район депутачĕсен Пухăвĕн кун йĕркине тăратнă. Пуху çакăн пек йышăнусем тунă: Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн çурчĕ çинче А.П. Кокорева тата Б.Г.Кокорев педагогсене чысласа Асăну хăми вырнаçтарас, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацине Кокоревсем пурăннă урам хутлăхне вĕсен ятне пама сĕнес. Асăну хăмине Борис Григорьевич çуралнă кун, июлĕн 25-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Уява «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи Валери Туркай тата ентешлĕх канашĕн членĕ Сергей Лукиянов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата ытти паллă çынсем килеççĕ. Комсомольски вăтам шкулĕнчен 1974, 1975 çулсенче вĕренсе тухнисем ?Анна Павловнăпа Борис Григорьевичăн юлашки выпускникĕсем/ пуçтарăнаççĕ. Шăпах çак выпускниксен шутĕнче пулнă, район ятне çÿллĕ шая çĕклекен пултаруллă та талантлă çынсем çинчен çырса пĕлтерес килет кăштах.
«Кĕтне шевлисем» хаçатăн çак страницинчех эпир çÿлерех асăннă Сергей Пантелеймонович Лукияновăн ача чухнехи тата хальхи тапхăрти сăнÿкерчĕкĕсене куратпăр. Сергей Лукиянов Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Щусев ячĕллĕ медаль кавалерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ архитекторĕ, ООО «АМ» «Мой город» архитектура проекчĕсемпе ĕçлекен фирма ертÿçи. Анна Павловнăпа Борис Григорьевич Сережа Лукиянова хăйсен ачи вырăнне хурса юрататчĕç. Борис Григорьевич Сережăн класс ертÿçи те пулнă. Çак класран вĕренсе тухнă Татьяна Николаевна Квасовăна (Сергеевăна) аса илес килет. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академи-йĕнче проректорта ĕçлет. Пултаруллă ентеш — истори ăслăлăхĕн доценчĕ, «Раççей Федерацийĕн профессиллĕ вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» сумлă ята тата «Çамрăксене профессие вĕрентес ĕçри çитĕнÿсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Инна Эрнестовна Осипова (Жарова) та Борис Григорьевичăн класĕнче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра вăл Мускав облаçĕнчи Серпухов хулинче пурăнать. Обществăлла ĕçе хастар хутшăнать, темиçе хутчен те хула канашĕн депутатне суйланнă.
Пирĕнпе пĕр класра вĕреннĕ Геннадий Гончаров «Агрокабель» ООО директорĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçлет. Евгений Тихонов педагогика институчĕ хыççăн тăван шкулта физкультура преподавателĕ пулса ĕçлерĕ. Паян вăл «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне ертсе пырать. Вера Сорокина (Шадрина) Чăваш патшалăх унивеситетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тата икĕ аслă пĕлÿ илме пултарнă (Сургутри патшалăх университечĕ тата Екатерин- бургри патшалăх педагогика институчĕ). Халĕ педагог Ханты-Манси округĕнче ачасене вĕрентет. Тепĕр ят — Надежда Михайловна Белькова (хĕр чухнехи хушамачĕ Сорокина). Паян вăл Раççейри регионсен ша-йĕнчи сусăррисен «Пилигрим» обществăлла организацин правлени председателĕ, Раççей Президенчĕ çумĕнчи сусăррисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашăн членĕ. Надежда Белькова — экономика наукисен кандидачĕ. Галина Алексеевна Иванова (Самарина) çинчен те каласа хăварам. Вăл çар çыннипе çемье çавăрнă, служба вăхăтне Казахстанра ирттернĕ, дивизи çумĕнчи хĕрарăмсен канашне ертсе пынă, ачасемпе ĕçленĕ. Обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн Раççей Оборона министерствин «100 лет Вооруженным силам» медальне, çавăн пекех «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов районшăн чăн-чăнах та курăмлă ĕçсем тăвать. Петр Степанович Чăваш патшалăх ăслăлăх институтне (ЧГИГН) ертсе пырать. Вăл Кокоревсен çывăх тăванĕ, вĕсен вĕренекенĕ те пулнă.
Борис Григорьевичăн ачасемшĕн тата халăхшăн тунă ĕçĕсене тивĕçлипе хак парас тесен уйрăм тĕпчев ĕçĕ çырас пулать. Кокоревсен тупри-мулĕ — ăс-пурлăх мулĕ, халăх ас тăвăмĕшĕн пуçтарнă мулĕ. Вĕсем хăйсем ĕçленĕ шкул стени çинчи Асăну хăмине тивĕçлех тесе шутлатпăр эпир, вĕсен вĕренекенĕсем, çавăнпа та ентешлĕх Канашне, унăн ертÿçине Валери Туркая, район администрацийĕн пуçлăхне Александр Осипова, районти депутатсен Пухăвне, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ертÿçисене чĕререн тав тăватпăр.
Валентина Зайцева,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.