Четверг, 25 апреля

Ĕçчен çынсен аллинче ĕç вылять

Ĕçчен çынсен аллинче ĕç вылять

Районти  ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалă-хĕсемпе колхозсенче  ир те, каç та хĕрÿ ĕç шавĕ лăпланмасть: вĕсем утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ. Ара, выльăх-чĕрлĕхрен мĕн чухлĕ продукци туса илесси выльăх апатне мĕнле пахалăхпа хатĕрлесе хăварнинчен те нумай килет-çке. Çакна  «Рассвет» ял хуçалăх  производство кооперати-вĕнче  тăрăшакан кашни ĕçчен ăнланать.

 

Паянхи куна вĕсем 1200 тонна сенаж янтăланă, 46 тонна утă хатĕрленĕ. Акă çак кунсенче ĕçченсем     104 тонна тырă-сенаж (зерносенаж) хатĕрлесе пĕтерчĕç. Выльăх-чĕрлĕх валли  симĕс апат хатĕрленĕ  çĕрте Сергей Пыркин  механизатор тата Владимир Моторин, Анатолий Викторов, Кирилл Пыркин водительсем тăрăшрĕç. Вĕсем  вĕтетнĕ симĕс курăка  траншейăсене    турттарса тăчĕç те. Ĕçченсем иртен пуçласа мĕн каçченех  уй-хирте тăрăшрĕç. Выльăх апачĕ лайăх упрантăр тесе Вячеслав Портновпа Николай Киселев трактористсем ?сăнÿкерчĕкре/ ăна таптаса пусарчĕç. Вĕсене кунта пулăшса пыракансем те пур.  Андрей Такмаков, Даниил Портнов, Данил Данилов ?сăнÿкер  чĕкре/  шкул ачисем çеç пулсан та ир-ирех тăван колхоза васкаççĕ. Арçын ачасем мĕнле маттур, вăр-вар пулнине хам курса тĕлĕнтĕм.

«Рассветра» вăй хуракансем пурте опытлă ĕçченсем. Хăйсене хушса панă ĕçе вăхăтра, тĕплĕн тăвассине мала хурса, яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хуçалăхра ĕç кал-кал пырать. Кунта тăрăшакансем паян пурнăçламалли ĕçе ырана хăварма хăнăхман.  Выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма апат вăхăтра хатĕрлемеллине те, ăна вăхăтра пуçтармаллине те  лайăх пĕлсе ĕçлеççĕ.

 

А.МАТРОСОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *