Дубовка ялне — 90 ҁул

Дубовка ялне — 90 ҁул

2019 ҁул пуҁланнӑранпа асра юлмалли самантсем нумай пулчĕҁ. Республика шайĕнче илсен, Шупашкар хули пуҁланса кайни 550 ҁул пулнине паллӑ турĕҁ, район шайĕнче – хамӑр районӑн 80 ҁулхи юбилейне паллӑ турӑмӑр, ҁакӑн пекех утӑ уйӑхĕн 13-мĕшĕнче Дубовка ялĕ пуҁланса кайни 90 ҁул ҁитнине паллӑ тума пуҁтаранчĕ ял халӑхĕ. Уява чылай ҁын пуҁтарӑнни савӑнтарать, ҁакӑнта ĕнтĕ вӑл халӑхӑн пĕрлĕхĕ тата килĕштерсе пурӑнни. 

Районтан килнĕ хӑнасене ял халӑхĕ пир кĕпесем тӑхӑнса, ҁӑкӑр-тӑварпа, ырӑ сунса кĕтсе илчĕ. Ял уявĕнче ҁӑпата тӑхӑннӑ кинемейсене те курма тӱр килчĕ. Килсе ҁитнĕ хӑнасем ял историйĕне пĕлес кӑмӑлпа, ял халӑхĕ хатĕрленĕ куравпа паллашрĕҁ. Мĕнле кӑна композици туса илем сӑнĕ кĕртмен пулĕ маттур Дубовка халӑхĕ. Сӑнӱкерчĕксен выставки: ĕлĕкхи тата хальхи пурнӑҁа сӑнланӑ самантсем. Маттур хĕрупраҁсен тата хĕрарӑмсен ал ĕҁĕсем: ҁыхнӑ тутӑрсем, кофтӑсем, тĕрĕсем хӑйсем патне илĕртрĕҁ. Историпе паллаштармалли тата асра юлмалли кĕтессем – пирвайхи куҁса килекен ҁемьесен пӱрчĕсене сӑнланӑ шалашсем. Чи малтан килсе яла пуҁласа яракан ҁемьесем – Боровковсем тата Шашкинсем. Ҁак ҁемьесен историйĕ хӑйне евĕрлĕ пуян. Ҁемье пуҁлӑхĕсен сӑнӱкерчĕкĕсем, вĕсен тӑхӑнса ҁӱренĕ хромланӑ аттисем, кил-ҁурт таврашĕнче усӑ курнӑ йывӑҁран тунӑ ал арманĕсем, ҁӑм арламалли урапасем, кункӑрасем, витресем тата ытти те. Ҁак ҁемьесенче тĕпленсе пурӑнакансем ватӑсен пуянлӑхне упраса хӑварма пултарни чӑнахах та вырӑнлӑ.

Пуҁтарӑннисене Комсомольски ял тӑрӑхĕн пуҁлӑхе М.А. Илларионова ӑшӑ та ырӑ сӑмахсемпе, вӑрӑм кун-ҁул сунса саламларĕ. Дубовкӑра пурӑнакан тата ĕҁлекен маттур ҁынсене Хисем хучĕсем парса тав турĕ. Уяв ячĕпе саламласа ял тӑрӑхĕн депутачĕ Г.Н. Волкова тата ял старости А.А. Чаркин тухса калаҁрĕҁ. Вĕсем пурне те ҁемьере тату пурнӑҁ, килĕшӱ сунчĕҁ.

Уява малалла тӑсса артистсем юрӑ хыҁҁӑн юрӑ шӑрантарчĕҁ. Уява Ю.Г. Федоровӑпа Г.В. Волкова ертсе пычĕҁ. Ҁанталӑкĕ те ҁак куна кĕтнĕ тейĕн. Тӱпери сар хĕвелĕ ӑшшӑн пӑхнӑ чухне халӑхӑн кӑмӑлĕ те, чун илемĕ те ырӑ пулни палӑрчĕ. Кашнин пичĕ савӑнӑҁпа тата шанӑҁпа тулни, уява йĕркелекенсене ялти пурнӑҁ малаллах пырать-ха тесе ĕнентерчĕ. Сĕтел тулли апачĕ: какай шӱрпи, чашлами, улми-ҁырли, кукӑлĕсем, килти сӑра — пурте астивсе пӑхма ыйтнӑнах туйĕнчĕҁ. Ача-пӑчасем валли те тахҁанах кĕтнĕ уяв ҁитрĕ. Вĕсем валли те йĕркеленĕ пĕр кĕтес. Унта шӑпӑрлансем валли вӑйӑсем, тĕрлĕ конкурссем тата викторинӑсем хатĕрленĕ ертсе пыракансем. Спорт вӑййисĕр уяв иртменни паллӑ ĕнтĕ, ҁамрӑксем волейбол вӑййинче тупӑшрĕҁ, ҁамрӑксемпе танах аслӑраххисем те гиря ҁĕклесе хӑйсен вӑйĕсене тĕрĕслерĕҁ. Канат туртса та тупӑшрĕҁ ял ҁамрӑкĕсем. Гиря ҁĕкленĕ ҁĕрте епле маттур вара хĕрсем. Чи маттурисем Дианӑпа Кристина Храмовӑсем пулчĕҁ. Юрлас тата ташлас кӑмӑллисене савӑнмалӑх меслет пулчĕ уявра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *