Четверг, 18 апреля

Ĕçчен çын хисепре

Ĕçчен çын хисепре

Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсен служба тивĕçĕ çăмăл мар. Пысăк яваплăх ыйтакан çак тивĕçе пурнăçлама кашни çын пултараймĕ те. Кунта ĕçлеме профиль пĕлĕвĕ илнĕ, çар службинче пулса çирĕп ăс-хакăл пухнă, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен сывлăхлă, хăюллă та патвар çынсене анчах илеççĕ. Пĕр сăмахпа, çул-йĕр çинчи йĕрке хуралçи ятне иличчен çирĕп тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Çакна районти ГИБДД уйрăмĕнче чылай çул ĕçлесе халĕ тивĕçлĕ канăва кайнă Николай Райков та çирĕплетет. Вăл каланă тăрăх асăннă уйрăмра çирĕп сывлăхлă, пуян опытлă, харсăр çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ.
Николай Анатольевич ГИБДД уйрăмĕнче 1999 çулта инспектор пулса ĕçе кÿлĕннĕ те вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă, 2013 çултан — уйрăм начальникĕ.
— Хальхи вăхăтра çулсем çинче автомашинăсен хисепĕ шав ÿссех пырать, апла пулсан, çул-йĕр инспекторĕсен яваплăхĕ, пушшех, калама çук пысăк. Тĕслĕхрен, ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем: Алексей Кураков, Николай Тумаланов, Григорий Заводов, Андрей Волков, Денис Соловьев тăрăшнипе çул-йĕр çинче йĕрке хуçаланать, аварисене сирсе ярассишĕн вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çул çинче инкеке лекнисене чи малтан пулăшу параканĕсем те — çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн сотрудникĕсем. Уявра та вĕсем дежурствăра — çул çинчи хăрушсăрлăхшăн тимлеççĕ. Чăннипех те маттур ĕçченсем тăрăшаççĕ. Вĕсем аслăрах çулхисемпе пĕрле ĕçлесе хăйсен опытне ÿстерме пултарнă. Акă, Петр Силивестров, Александр Салицев, Владимир Оленев, Михаил Иванов, Сергей Абржин çул-йĕр çинчи йĕркешĕн сахал мар вăй хунă. Вĕсем — право хуралĕн ветеранĕсем, — каласа парать Николай Анатольевич.
Николай Райковăн ĕçри тăрăшулăхне пĕрре кăна мар район, республика, Раççей шайĕнче палăртса хăварнă. Вăл Дипломсене, Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Николай Анатольевич «За безупречную службу в органах МВД», «За доблесть в службе» медальсен хуçи те. Николай Анатольевич право хуралĕнче 20 çул тăрăшнă. Çак вăхăтра вăл шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, чыслăн пурнăçланă. Çак кунсенче вара ултă çул ГИБДД уйрăмне ертсе пынă Николай Райкова ГИБДД ветеранĕ пулнине çирĕплетекен удостоверенипе тата хаклă парнепе — телевизорпа — чысланă.
— Ĕçе çиелтен пурнăçлама хăнăхман. Вăл яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Йывăр вăхăтсенче пуçа усман, шав малалла ăнтăлнă. Халĕ вара тивĕçлĕ кану вăхăчĕ çитрĕ. Пурнăçра пурин валли те хăйĕн вăхăчĕ. Эпĕ вара пĕрле тăрăшнă ĕçтешсене ăнăçу сунатăп, тав тăватăп, — терĕ пĕтĕмлетсе ветеран.

А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *