Пятница, 26 апреля

18 пушар пулнă

18 пушар пулнă

2019 çул пуçланнăранпа районта 18 пушар регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 15 хутчен вут-çулăм алхаснă. Пушарта 3375500 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕленнĕ. Ăçта вут-çулăм алхаснă-ха? 14 тĕслĕхре уйрăм хуçалăхсем çуннă. Пушар Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел, Хирти Сĕнтĕр, Шурут, Александровка, Кайнлăк, Хырхĕрри, Урмаел, Тукай ял тăрăхĕсенче пулнă. Пушар тухнин сăлтавĕсем электропроводкăсем юсавсăр пулни, кăмакасемпе пĕлсе усă курманни, вут-çулăмран асăрханманни. Çавăнпа та пурне те тимлĕ, асăрхануллă пулма ыйтасшăн. Пушар тухнине курсассăн тÿрех «01», «101» номерсемпе шăнкăравлăр.
В.ДАВЫДОВ,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *